Хӑйсене шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварни пирки ШӖМе час-часах пӗлтереҫҫӗ. Пӗр кунра ав пилӗк ҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланни ҫинчен хыпарланӑ. Пурте тӳлевсӗр сыр пуррине ӗненсе укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти хӗрарӑм та ултавҫӑсене ӗненнӗ. Лешсем ӑна 300 пин тенкӗлӗх сертификат пама шантарнӑ. Ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври тӗп банк финансисчӗ тесе паллаштарнӑ.
Кун хыҫҫӑн шӑнкӑравсем тӑтӑшах пулнӑ. Хайхи арҫын кашнинчех тӗрлӗ сӑлтав тупса счет ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ, кайран ӑна тавӑрса пама шантарнӑ. Ҫапла ватӑ хӗрарӑм ултавҫа 292 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Юлашки вӑхӑтра ҫынсене ҫапла майпа улталанӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ҫынсене тӗнче тетелӗ, телефон урлӑ улталаҫҫӗ, хваттер алӑкӗнчен шаккаса укҫа ыйтаҫҫӗ. ШӖМ хытарсах асӑрхаттарать: ун пек ҫынсене ӗненмелле мар!