Вӑрнар районӗнчи пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачине тивӗҫлӗ воспитани паманни пирки сайтра унччен ҫырса кӑтартнӑччӗ. Халӗ ҫав хӗрарӑм суд умӗнче явап тытнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, ӑна ирӗкрен хӑтармасӑр 3 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2014 ҫултанпа 27-ри хӗрарӑм ачине тивӗҫлипе пӑхман. Ачан пурӑнмалли условисем япӑх пулнӑ. 2010 ҫулта ҫуралнӑ ачана амӑшӗ хӗненӗ те. Пӗчӗк сӑлтав тупӑнсанах амӑшӗ ӑна патакпа, телефон заряд тумалли шнурпа, вӗлтӗренпе ҫапнӑ.
Хӗрарӑм эрех ӗҫме кайнӑ чухне ачана килте питӗрсе хӑварнӑ. Пӗррехинче амӑшӗ пӗчӗкскере вӑрмана шашлӑк пӗҫернӗ ҫӗре илсе кайнӑ. Хайхискер ывӑлне унта манса хӑварнӑ. Арҫын ача аташса кайнӑ, ҫапах киле каймалли ҫула шыраса тупнӑ.