Шупашкарта паян митинга тухнӑ. «За рулем» автопорталта ҫырнӑ тӑрӑх, Шалти ӗҫсен министерствине республикӑн тӗп хулипе ҫынсен ушкӑнӗ плакатсемпе утни ҫинчен хыпар ҫитнӗ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек мероприяти ирттерессине маларах систермен, халӑха пухма никамран та ирӗк илмен.
Плакат йӑтса урамра ултӑ ҫын утнӑ пулать. Вӗсене йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Урам тӑрӑх плакатпа утакансемпе пакунлисем сӑмахланине те «За рулем» порталта пӗлтернӗ.
Митингрисен плакачӗсем ҫине ҫӑмӑллӑхлӑ проезднойсене пӗтернине хирӗҫлесе ҫырнӑ. Чӑн та, ҫитес ҫултан пирӗн республикӑра ҫӑмӑллӑхлӑ проездной вырӑнне уйӑхра 150 тенкӗ компенсаци тӳлеме йышӑннӑ. Анчах вӑл укҫана та пулин ака уйӑхӗнче кӑна илейӗҫ.