Патӑрьел районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗннӗ. Унта ташӑ кружокӗсенчи занятисем ӗҫлеме тытӑннӑ кӑна мар, хореографсем тата культурӑри ытти хастарсем тӑрӑшнипе, ача-пӑчапа ҫамрӑксене явӑҫтарнипе фестивальсемпе конкурссем йышлӑ ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Массӑллӑ пӗрремӗш мероприятие кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ирттерме шухӑшласа хунӑ. Вӑл Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче пулмалла. «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) шоу-конкурса республикӑра тата Раҫҫейре йышӑннӑ тӗллевлӗ ҫулталӑксене: республикӑри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне, Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкне тата район 90 ҫул тултарнине халалланӑ.
Мероприяти кӑсӑклӑ пуласса шантарнӑ май унта пурне те хапӑл туса кӗтессине пӗлтереҫҫӗ.