Шупашкарти апатлану тата коммерци технологийӗн техникумӗн студенчӗсем Францири Прованс регионӗнче стажировкӑра пулнӑ. Иккӗшӗ – студент, тӑваттӑшӗ техникумран вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ.
Пирӗн ҫамрӑксем ҫав ҫӗршывра Мишлен ҫӑлтӑрне панӑ ресторансенче стажировка тухнӑ. Вӗсем пурте тенӗ пекех поварта ӗҫленӗ. Сӑмах май, Мишел ҫӑлтӑрӗ – заведени пахалӑхӗ, унта паха апат пӗҫӗреҫҫӗ, килен-каяна лайӑх пӑхаҫҫӗ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсем унта каймашкӑн малтанах хатӗрленме тытӑннӑ. Вӗсем французла вӗреннӗ. Ресторанра стажировка тухсан вӗсене сертификат панӑ. Яш-хӗр паха опыт та пухнӑ.
Техникум кунашкал стажировкӑсене пӗрре мар йӗркеленӗ. Унччен студентсем Венгрире тата Турцире пулнӑ.