Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пулас журналистсем стипендие тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.01.2017 11:17 | 1562 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Пулас журналист-стипендиатсем
Пулас журналист-стипендиатсем

Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине пулас журналистсем те тивӗҫнӗ. Аса илтеретпӗр, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республика ертӳҫи Михаил Игнатьев стипенди пирки алӑ пуснине пӗлтернӗ. Кӑҫал стипендие яланхи пек 1000 ҫамрӑк мар, 994 яш-хӗр тивӗҫнӗ. Стипенди виҫи улшӑнман. Вӑл унчченхи пекех 1830 тенкӗ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн стипендине пулас журналистсене те парӗҫ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра пӗлтернӗ тӑрӑх, стипендиат-студентсем хушшинче «Журналистика» енӗпе пӗлӗве туптакансем: Екатерина Абрамова, Анастасия Олангина тата Рифат Фаткуллин — пур.

Екатерина Абрамова 4-мӗш курсра вӗренет, «ЮТВ» телеканалпа «Движение – это жизнь» спорт программине иккӗмӗш семестрта вӗреннӗ чухнех ертсе пыма пуҫланӑ. 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗнче штатра тӑман корреспондент пулса «Республика» хыпарсен кӑларӑмӗ валли сюжетсем хатӗрленӗ. Вӑл — уйӑхсерен тухса тӑракан «Спорт для всех» кӑларӑм авторӗ. Виҫҫӗмӗш курсранпа вӑл ЧР Физкультурӑпа спорт министерствинче пресс-службӑра ӗҫлет.

4-мӗш курс студентки Анастасия Олангина 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе НТРКра телекурав редакторӗнче тӑрӑшать, «Яш чух, ҫамрӑк чух!» передачӑна тата «Тӗплӗ калаҫу» программӑна ертсе пырать, «Республика» информаци кӑларӑмӗ валли репортажсем хатӗрлет.

Рифат Фаткуллин — 2-мӗш студенчӗ. Пӗлтӗр вӑл Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ республикӑри медиафестиваль-конкурсра «Лучший видеоматериал» (чӑв. Чи лайӑх видеоматериал) номинацире ҫӗнтернӗ.

#Элтепер, #укҫа-тенкӗ, #вӗренӳ, #ҫамрӑксем, #пулӑшу

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем