Чӑваш Енре ача-пӑча хӳтӗлевҫи пулатех. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври шӑпӑрлансен омбудсменне Анна Кузнецована шантарса каланӑ. Унпа Михаил Васильевич ӗнер Мускавра тӗл пулнӑ.
Республика ертӳҫи Анна Кузнецована хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку енӗпе мӗнпур нормативлӑ актсене йышӑннӑ. Ачасен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи уполномоченнӑйӗпе пӗрле пулса пирӗн тӑрӑхри ҫак кандидата ҫирӗплетӗҫ.
Чӑваш Енри пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах кун пек йышӑну обществӑра та калаҫу самай ҫуратрӗ, РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко та ку должноҫе сыхласа хӑварма ыйтнӑччӗ.