Паян Дмитрий Михлеев кинорежиссер, ҫыравҫӑ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарчӗ.
Пирӗн паллӑ ентеш 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫарӑмсан районне кӗрекен Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографи институтне (ВГИК) пӗтернӗ хыҫҫӑн «Беларусьфильм» киностудире ӗҫлеме пуҫланӑ (1972). Вӑл вӑтӑра яхӑн илемлӗ тата документлӑ фильм ӳкернӗ, вӗсенчен нумайӑшне Тӗнчери тата Пӗтӗм Союзри кинофестивальсенче чысланӑ.
Дмитрий Михлеев ӳнерҫӗ пек те палӑрнӑ, вӑл белорус ҫыравҫисен кӗнекисене илемлетнӗ. Белоруссири «Юнацва» тата Чӑваш кӗнеке издательстви вӑл ҫырнӑ калавсен, повеҫсен тата киносценарисен пуххисене пичетлесе кӑларнӑ.
Ун фильмӗсен ярӑмне Чӑваш наци телевиденийӗ кӑтартнӑччӗ.
Юлашки вӑхӑтра вӑл «ЛИК», «Тӑван Атӑл», «КИЛ» журналсенче пичетленчӗ, икӗ ҫӗнӗ пьеса ҫырса чӑваш театрӗсене ярса пачӗ. Шел пулин те, хӑйсене тӗнче кӑвапи вырӑнне хуракан режиссерсем вӗсене тытса та пӑхасшӑн пулмарӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсенчен пӗри «ЛИК» журналта тухмалла. Халӗ ҫыравҫӑ тата режиссер «Ветка Палестина» сӑвӑсен ярӑмне пичете хатӗрлет.
Эпир Дмитрий Никоноровича иксӗлми хавхалану тата сывлӑх сунатпӑр.