Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Ҫыравҫӑн пӗрремӗш сӑвви ачасен кӑмӑлне кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Васильева В.В., Петрова С.В. 19.01.2017 11:30 | 2078 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Г.Тусли ачасемпе пӗрле
Г.Тусли ачасемпе пӗрле

Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пелӳ паракан вӑтам шкулта паллӑ ентеш ҫыравҫӑпа, Георгий Леонидович Ефимовпа, тӗлпулу каҫӗ иртрӗ. Чи малтанах Георгий Тусли ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. «Ҫавал хумӗ» кружок членӗсем ентеш ҫыравҫӑн пӗрремӗш сӑввине каҫса кайсах итлерӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем те поэзи лаҫҫинче пӗрремӗш утӑмсем тӑваҫҫӗ-ҫке. Ку сӑвва «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат вулаканӗсене те паллаштарас килет. Сӑвӑ ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать:

Атте турӗ тимӗрч лаҫҫинче

Тимӗртен ҫип-ҫивӗч лум.

Касатӑп шӑн ҫӗре –

Чӑнк-чанк! Тӑвать атте тунӑ лум.

Георгий Леонидович шкулта вӗреннӗ чухнех «Ҫавал хумӗсем» литература кружокне ҫӳрени ҫинчен, мӗнле ӗҫлени ҫинчен каларӗ. 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне вара «Марине», «Карап», «Лум» сӑвӑсем ҫуралнине пӗлтерчӗ. Ҫыравҫӑн «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ «Марине» сӑввине те вӗренекенсем кӑмӑлларӗҫ. 5-6 класра вӗренекенсен хӑйсен те сӑвӑ ҫырас кӑмӑлӗ ҫуралнине палӑртрӗҫ.

Георгий Ефимович паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, публицист кӑна мар, ӑста купӑсҫӑ та. Пултаруллӑ ентеш ачасене купӑс каласа, юрласа, ташласа савӑнтарчӗ. Кружок членӗсене ҫыравҫӑ экспромт сӑвӑпа паллаштарчӗ. Ҫав вӑхӑтрах 7–8 ҫавраллӑ сӑвӑ хывма пултарни пурне те тыткӑнларӗ паллах.

Упи шкул ачисем те парӑмра юлмарӗҫ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. 5-мӗш класра вӗренекен Света Илларионова, Инга Фомина, Лейла Тимофеева, Валерия Константинова Петӗр Ялкир ҫырнӑ «Шӑшисем», «Ӑҫта тӗрӗслӗх» интермедисене выляса кӑтартрӗҫ. 6 класра вӗренекен Дмитриева Саша тата 5 класра вӗренекен Тимофеева Лейла хӑйсен сӑввисемпе паллаштарчӗҫ. Георгий Тусли вӗсен сӑввисем ӑнӑҫлӑ пулса тухнине палӑртрӗ, татах та ҫырма хавхалантарчӗ.

#Упи, #Красноармейски районӗ, #вӗренӳ, #ачасем, #культура, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем