Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Филармоние тӗлӗнтермӗш «Нарспи» таврӑнать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Šyravşă 21.04.2011 07:56 | 2236 хут пӑхнӑ

Чӑваш патшалӑх флармонийӗ акан 21-мӗшӗнче, 19 сехетре «Нарспи» рок-опера курма чӗнет. Николай Казаковӑн ҫӗнӗ постановки Чӑваш Енри куракансен чӗрисене тыткӑнлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, республика тулашӗнчи ҫынсем те ун ҫинчен пӗлеҫҫӗ.

Чӑваш культуришӗн чи пӗрремӗш ҫак мюзикл шухӑшӗ 20 ҫул каялла ҫуралнӑ. Ун чухне Борис Чиндыков драматургпа Николай Казаков кӗвӗҫӗ чӑваш литературинче классика пулса тӑнӑ «Нарспи» хайлава ҫӗнӗлле пӑхса тухнӑ – Константин Иванов, "Нарспи" поэма авторӗн, шухӑшнех хальхи пурнӑҫ йӗрки урлӑ сӑнлас тенӗ. Хальхи мюзиклӑн авторӗсем ӗлӗкхи паллӑ произведение вуласа тухса хальхи пурнӑҫпа пӗр пеккине нумай курнӑ.

«Ун чухне эпир ҫирӗм пиллӗкреччӗ те ҫамрӑксем валли ҫамрӑксем ҫинчен ҫыртӑмӑр. Ахальтен мар ӗнтӗ, мюзиклӑн пултарулӑх ушкӑнӗнче пур те ҫамрӑк артистсем», – пӗлтерет Николай Казаков.

Мюзикла лартма филармони Чӑваш Республикин Президент грантне ҫӗнсе 1 миллион тенкӗ илнӗ. Выляв куракансене тӗрлӗ авангардла сцена элеменчӗсемпе, режиссерӑн хӑюллӑ ӑслайӗсемпе, ӗлӗкрен хӑнӑхнӑ юрӑ-кӗвӗ тата драматурги меслечӗсене хальхи технологипе пӗтӗҫтерейнипе тӗлӗнтерет.

Хӑвӑр шухӑша пӗлтерме www.chfila.ru сайт ҫинче пултаратӑр.

#мюзикл, #Нарспи, #Чӑваш патшалӑх флармонийӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем