«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Вера Эверкки хӑйне парикмахер профессинче тӗрӗслет. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫ касса янӑ, сухалне хитрелетнӗ.
Парикмахерта ӗҫлесен ҫӗршывра йывӑр лару-тӑру пулсан та тупӑш тума пулать. Вӑл кирек хӑҫан та ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа ӗҫлесе илме май парать. Ҫапла шухӑшлать Вера Эверкки. Вӑл халӗ тусӗсене, пӗлӗшӗсен ҫӳҫне илем кӗртме кӑмӑллать.
Вера хальлӗхе практика тухать, ҫавӑнпа ӑна модельсем (ҫӳҫ касма тата сӑрлама вӗренмешкӗн кирлӗ ҫынсем) питӗ кирлӗ. Парикмахера вӗренекен журналист Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫне касса яма сӗннӗ. Виталий Петрович хирӗҫлемен, хаваспах парикмахерские кайнӑ. Прическа ӑна килӗшнӗ. Виталий Станьял чӑваш журналисчӗсем калемпа кӑна мар, кирек мӗнле инструментпа та, ҫав шутра – хачӑ, тура, ӗҫлеме пӗлнинче нихӑҫан та иккӗленменнине палӑртнӑ.