Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗнче пурӑнакансем хӗлле те кӑмпа ӳстереҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем 1998 ҫултах тытӑннӑ. Ун чухне хӑйсем валли ҫеҫ ӳстернӗ. 2004 ҫултанпа вара кӑмпа сутса тупӑш тӑваҫҫӗ.
Цехра 15 градус ӑшӑ. Унран ытларах ӑшӑ пулмалла мар. Предприяти ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑра пурӑнакансем шултра кӑмпа юратаҫҫӗ. Кунта тӗпленнисем вара вӑтам шлепкеллӗ кӑмпа кӑмӑллаҫҫӗ.
Кашни камера ҫине ятарлӑ станци вырнаҫтарнӑ. Вӑл кӑмпа ӳстермелли сывлӑш кӑларать. Питӗ кӑткӑс ӗҫ вӑл — кӑмпа ӳстересси.
Ҫимӗҫ пулсан ӑна кунтӑксене тултараҫҫӗ те сивӗ пӳлӗмре 2-3 сехет лартаҫҫӗ. 2 градус ӑшӑра кӑмпа клеткисем пайланма пӑрахаҫҫӗ. Унтан ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ те сутма хатӗрлеҫҫӗ.
Юнкӑпуҫсем 2 уйӑхра 16 тонна кӑмпа пухаҫҫӗ. Тепӗр 4 камера хута ярсан тухӑҫа 2 хут ӳстерме пулать. Кӑмпана Хусана, Чӗмпӗре, Ижевска ӑсатаҫҫӗ. Ытларах пайне Мускава яраҫҫӗ. Паллах, ӑна Шупашкарта та туянма май пур.