Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» предприятие унӑн хуҫи, Владимир Ермолаев усламҫӑ, сутса ярасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен предприятие ярӑнтарни вӑл хупӑнассине, ҫынсем ӗҫсӗр тӑрса юлассине пӗлтермест. Владимир Ермолаевӑн аллинче пулнӑ услама Тутарстанри «Агросила» компани илме пултарать-мӗн. Кӳршӗллӗ регионти ҫав предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет тесе калаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи тепӗр чӑх-чӗп хапрӑкӗпе вара уҫӑмлӑх сахалтарах. Аса илтерер, унти «Чӑваш бройлерӗ» обществӑна панкрута кӑларасшӑн. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» (чӑв. Выльӑх апачӗ тата концентрат) тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне иртнӗ уйӑхра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑччӗ.