ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Вӑл — пӗр промышленноҫ предприятийӗн тӗп директорӗ те (ҫӑлкуҫ ятне асӑнмасть).
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче депутат Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере пулнӑ. Унта вӑл 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен темӗнле япалапа чикнӗ.
Шар курнӑ арҫынна пульница илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, депутат арҫыннӑн сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ.