Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе, ялан эс пирӗн чӗрере!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.04.2011 20:36 | 2927 хут пӑхнӑ
Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулти конференцире
Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулти конференцире

Акан 26-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе, ялан эс пирӗн чӗрере!» темӑпа районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Чи малтан 4 курс студентки Инна Данилова 6 класра уҫӑ урок пачӗ. Унтан Г.А. Ермакова профессор, О.И. Печников, И.Ю. Кириллова, А.С. Егорова доцентсем, Э.И. Родионова аслӑ преподаватель методика ыйтӑвӗсемпе доклад турӗҫ. Докладсене сӳтсе явнӑ май учительсемпе преподавательсем тӗрлӗ ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ вӗрентекенсенчен те килнине палӑртрӗҫ.

Тӗлпулун иккӗмӗш пайӗнче Чӑваш Сурӑм шкулӗн вӗренекенӗсем тата районти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем сӑвӑ илемлӗ вуласа тупӑшрӗҫ. Сумлӑ жюри членӗ, культурологи кафедрин доценчӗ И.И. Иванов, конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн сӑвӑ вулас ӑсталӑхпа мастер-класс ирттерчӗ.

Конференци ӗҫне хутшӑннисем пӗр кӑмӑллӑн пулса ҫакӑн евӗр ӗҫлӗ тӗлпулӑва кашни ҫулах ирттерме палӑртрӗҫ.

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Элӗк районӗ, #Чӑваш Сурӑм, #конференцисем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем