Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Влаҫ енчӗкӗ мӗн хулӑнӑш?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 01.05.2011 21:19 | 1728 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне республика Президенчӗпе унӑн ҫемйин, Правительство членӗсемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисен тупӑшпа, пурлӑхпа ҫыхӑннӑ кӑтартӑвӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсене тишкерер-ха.

Сӑмах 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗчченхи тапхӑр пирки пырать. Ҫапла вара Михаил Игнатьев Президентӑн 2010 ҫулхи тупӑшӗ 2 416 050,96 тенкӗпе танлашнӑ. Унӑн мӑшӑрӗпе пӗрлехи харпӑрлӑхра 2000, 623 тата 5000 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Ҫийӗнчен республика пуҫлӑхӗ 50599 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗпе те усӑ курать. Унӑн ҫавӑн пекех 216,2 тата 95,4 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалли икӗ ҫурт, 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерте 1/3 чухлӗ тӳпе пур. Мӑшӑрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 277 пин тенке яхӑн пулнӑ. Унӑн ҫавӑн пекех 25300 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ, 88,4 тӑваткал метрлӑ хваттер, «Мерседес БенцВ 170» автомобиль тата 36,2 тӑваткал метрлӑ гараж боксӗ пур.

Правительство членӗсене илес тӗк Олег Макаров премьер-министр декларациленӗ тупӑш чи пысӑкки — 11 021 800,3 тенкӗ. Палӑртни вырӑнлӑ пуль: ку укҫа — Правительствӑра ӗҫлесе илнӗскер мар, Олег Витальевич Министрсен Кабинечӗн тилхепине кӑҫал ҫеҫ тытнӑ-ха. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 149,8 тӑваткал метрлӑ хваттер тата 111,3 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн ҫурри, 73,2 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн 1/3 пайӗ тата 22,3 тӑваткал метрлӑ гараж-бокс. Мӑшӑрӗн иртнӗ ҫулхи тупӑшӗ 290 пин тенке яхӑн пулнӑ.

Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗ — Президент Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов пӗлтӗр 1,2 млн тенке яхӑн тупӑш илнӗ. Харпӑрлӑхӗнче — 62,4 метрлӑ хваттер, 5000 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ тата «Хонда CR-V» автомобиль. Унӑн мӑшӑрӗн тупӑшӗ 276 пин тенкӗрен кӑшт ытларах, харпӑрлӑхӗнче 78 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалли ҫурт пур.

1,47 млн яхӑн тенкӗ — вице-премьер — Строймин ертӳҫи Александр Гончаров ҫакӑн чухлӗ тупӑш илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче те ҫӗр лаптӑкӗсем пур: 918 тата 500 тӑваткал метрлисем, 2655 тӑваткал метрлӑ хушма хуҫалӑх. Ҫавӑн пекех 227 тӑваткал метра яхӑн лаптӑклӑ хваттер. Мӑшӑрӗ пӗлтӗр 90 пин тенке яхӑн тупӑш илнӗ, унӑн та 60 тӑваткал метрлӑ хваттер, 72 тӑваткал метрлӑ дача, 24 тӑваткал метрлӑ гараж пур. Тата — «Тойота РАФ-4» автомобиль.

Тепӗр «вицен» — экономика аталанӑвӗн министрӗн Иван Моторинӑн декларацийӗнчи тупӑш виҫи — 1,5 млн тенкӗ ытларах. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗн харпӑрлӑхӗнче — 109 тӑваткал метра яхӑн лаптӑклӑ хваттер. Республикӑн «тӗп экономисчӗн» «Мицубиси Аутлендер» автомобиль пур. Мӑшӑрӗн тупӑшӗ те аван — 672 пин тенкӗ ытла, унӑн ҫӗр лаптӑкӗ те пур — 2,2 пин тӑваткал метрлӑскер.

Правительствӑна ҫӳлерех асӑннӑ икӗ ӗҫтешӗнчен чылай каярах килнӗ тепӗр вице-премьерӑн, ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Павловӑн, тупӑшӗ пӗчӗкрех — 816 пин тенке яхӑн. Ҫӗр лаптӑкӗ (5000 тӑваткал метр), хваттер (33 тӑваткал метр) тата «Фольксваген Пассат» машина пур. Ҫавӑн пекех 56 тата 67 тӑваткал метрлӑ хваттерсемпе, 68 тӑваткал метрлӑ ҫуртпа усӑ курать. Мӑшӑрӗ пӗлтӗр 147 пин тенке яхӑн тупӑш илнӗ.

Тупӑшӗ 2,074 млн тенке яхӑн, хваттерӗ 76 тӑваткал метрлӑ, автомобилӗ «ВАЗ-21093» — вице-премьерӑн — Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗн Геннадий Федоровӑн декларацийӗнчи кӑтартусем.

Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗ — финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков 2,8 млн тенкӗ тупӑш илнӗ. Ҫак укҫа та Министрсен Кабинетӗнче ӗҫлесе илнӗскер маррине палӑртмалла: Михаил Геннадьевич — Правительствӑна нумаях пулмасть килнӗ ҫынсенчен пӗри. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 160,5 тата 40,8 тӑваткал метрлӑ хваттерсем, 400 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ тата машина лартмалли вырӑн. Арӑмӗн тупӑшӗ 86 пин тенке яхӑн пулнӑ. Унӑн «Мицубиси Аутлендер» автомобиль пур.

Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ Светлана Енилина 960 пин тенкӗ ытларах тупӑш илнӗ, хваттерӗ упӑшкипе пӗрлехи харпӑрлӑхра — 80 тӑваткал метра яхӑн. Мӑшӑрӗ пӗлтӗр 394 пин тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ, унӑн — «Хендай Туссан» машина.

 

Вӗренӳ министрӗн Владимир Ивановӑн тупӑшӗ 642 пин тенке яхӑн пулнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 4000 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ, 60 тӑваткал метрлӑ ҫурт, гараж (25 тӑваткал метр), «Киа Спортейдж» автомобиль, «Тарплан» автоприцеп, «Минск» мотоцикл. Ҫавӑн пекех 18 метрлӑ пӳлӗмпе усӑ курать.

Ҫут ҫанталӑк министрӗн Иван Исаевӑн тупӑшӗ — 422 пин тенкӗ ытларах. 500 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗпе, 32,8 тата 18,8 тӑваткал метрлӑ икӗ хваттерпе, «ВАЗ-21703» автомобильпе усӑ курать. Мӑшӑрӗн пӗлтӗр тупӑш пулман.

Культура министрӗ Роза Лизакова 1,174 млн тенкӗ тупӑш илнӗ, харпӑрлӑхра — 33 тӑваткал метрлӑ хваттер.

Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗн Венера Муллинӑн тупӑшӗ 2,964 млн тенкӗ патнеллех. Анчах ҫак шута куҫми пурлӑх сутса илнӗ укҫа та кӗнӗ. Унӑн 69,4 метрлӑ хваттерте тӳпе пур. Мӑшӑрӗ 3,5 млн тенкӗ ытла (куҫми пурлӑх сутнипе пӗрле) тупӑш илнӗ, «ВАЗ-2109», «Ниссан X-TRAIL» машинӑсем пур.

Спорт министрӗн Анатолий Николаевӑн декларацийӗнчи кӑтартусем ҫапларах: 1,26 млн тенкӗ ытла тупӑш, 37,8 тӑваткал метрлӑ хваттер, 50 тата 21 тӑваткал метртан кӑшт пысӑкрах икӗ гараж, «Хонда CR-V» автомобиль. Ҫавӑн пекех мӑшӑрӗпе 166 тӑваткал метрлӑ хваттерпе усӑ курать. Арӑмӗ пӗлтӗр 852 пин тенке яхӑн тупӑш илнӗ, унӑн 3,5 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ пур.

Юстици министрӗн Надежда Прокопьевӑн тупӑшӗ 1,626 млн тенке яхӑн (куҫми пурлӑх сутнипе пӗрле) пулнӑ. Пӗрлехи харпӑрлӑхра - 400 тӑваткал метр ҫӗр, 37 тӑваткал метрлӑ дача, «Шевроле Эпика», «Лада Приора» автомобильсем. Иртнӗ ҫул 312 пин тенкӗ ытларах тупӑш илнӗ упӑшкипе 93 тӑваткал метра яхӑн лаптӑклӑ хваттерпе усӑ кураҫҫӗ.

#правительство, #укҫа-тенкӗ, #политика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем