Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Михаил Васильевич ҫураки ӗҫӗсемпе паллашрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Н. Плотников 02.05.2011 14:25 | 1560 хут пӑхнӑ
Кӗрхи тырӑ лайӑх хӗл каҫнӑ
Кӗрхи тырӑ лайӑх хӗл каҫнӑ

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче, 30-мӗш кунӗнче, Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев Патӑрьелпе Каҫал тӑрӑхӗсене ҫитсе унти ҫураки ӗҫӗ епле пынипе паллашрӗ. Кун пирки Президент администрацийӗн пресса хӗсмечӗ пӗлтерет.

Чи малтанах Михаил Васильевич Патӑрьел районӗнчи «Малалла» хуҫалӑхри (ытларах сухан лартса тӑваҫҫӗ) ӗҫсемпе кӑсӑкланчӗ — ҫуртри акасси мӗнле пынипе тата кӗрхи тырӑ епле хӗл каҫнипе паллашрӗ. Механизаторсемпе калаҫнӑ май Президент ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене пулӑшу парса тӑмалли пирки сӑмах каларӗ. Ҫавӑн пекех ӑна сӗрмелли-ҫунтармалли шӗвекпе йӳнӗлле тивӗҫтересси епле пыни кӑсӑклантарчӗ. Асилтеретпӗр, «НК «Роснефть» АУО пирӗн республикӑри ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене пурӗ йӳнӗрех хакпа 16 600 тонна пама килӗшнӗ. Сӗрмелли-ҫунтармалли шӗвеке Чӗмпӗрти нефть базинчен тоннӑшӑн 16 200 тенкӗ тӳлесе турттараҫҫӗ. Ҫапла май пӗр литр дизтопливо, сӑмахран, ҫул тӑршшӗне кура 14-15 тенке ларать. «Малалла» хуҫалӑха илес пулсан, вӗсем 23 пин литр туяннӑ та ӗнтӗ.

«Малалла» тата «Первомайск» хуҫалӑхсенче кӑҫал тырра 1000 гектарта акма планланӑ, 44,6% сухаласа та пӗтернӗ ӗнтӗ. 25 гектар сухан лартнӑ. Ҫӗрулмине 120 гектарта лартма палӑртнӑ, хальхи вӑхӑтра ӑна суйлаҫҫӗ.

Малалла Михаил Васильевич ҫулӗ Комсомольски районне выртрӗ. «Труд» ЯХПК председателӗ Василий Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 950 гектар ҫӗр ҫинче тырӑ акма палӑртнӑ, 350 гектарти ӗҫе пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Комсомольски районӗн администраци пуҫлӑхӗ Геннадий Волков хӑйӗн сӑмахӗнче районта ҫӗрулмие 2500 гектарта лартса ӳстерме палӑртни пирки каларӗ, 2300 гектарлӑх вӑрлӑх та пур иккен. «Слава» ЯХПК ертӳҫи Михаил Буслаев хӑйӗн хуҫалӑхӗпе паллаштарнӑ май кӗрхи тырра 300 гектарта лартни пирки пӗлтерчӗ. «Слава» кооперативӗнчи ӗҫсем малалла кӑлтӑксемсӗр пыраҫҫӗ, вӗсене вӑхӑтра туса пӗтерессе шанчӑк пур.

Ӗҫлӗ ҫулҫӳреве вӗҫленӗ май Президент «Искра» колхозра урпа акас ӗҫ епле пынипе паллашрӗ. Михаил Игнатьев пурне те ӑнӑҫуллӑ та хастарлӑ ӗҫлеме, тыр-пула тухӑҫлӑ туса илме сунчӗ.

 

Сӑнсем

Видео

#Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ, #ял хуҫалӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем