Шупашкарти экс-вакката тата унпа пӗрле пурӑнакан арҫынна суд ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ: пӗрне — 5 ҫуллӑха, теприне — 6 ҫуллӑха. Ваккат пулнӑ хӗрарӑм та текех ваккат мар ӗнтӗ: пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче унӑн ҫав статусне пӗтернӗ. Халӗ вӗсен айӑплава пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерме тивӗ. Иккӗшне 990 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине, ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе ваккатӑн арҫынни Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ. ФХСра тӑрӑшакансем сӗтев илес вырӑнне пуҫиле ӗҫ пуҫарттарнӑ.
Вӑйӑ бизнесне пуҫарнишӗн йӗрке хуралҫисен куҫне ҫакланнӑ хӗрарӑма та суд маларах айӑпланӑ.