Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ ӗнер Мускава кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче икӗ кун пулнӑ вӑхӑтра вӑл РФ Ял хуҫалӑх министерствин департаменчӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса тӗрлӗ ыйтӑва хускатать.
Экономика тата АПКна патшалӑх енчен пулӑшу кӳрекен департамент пуҫлӑхӗпе Наталия Чернецовапа укҫа пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн региона ҫӑмӑллӑхлӑ кредит валли тупра ытларах уйӑрас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, кун пирки малтанласа калаҫса татӑлнӑ.
Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗпе Петр Чекмаревпа хӑмла отраслӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинче кӑҫал укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрнӑ. Хӑмла ӳстерессипе хатӗрленӗ программӑна федералсем ырлассине тата укҫа-тенкӗ енчен пулӑшассине шаннине те систернӗ Сергей Артамонов.