Автомобиль пайӗсене тӑвакан Continental компани машинсене ҫуран ҫынсем умӗнче чарӑнма пултакан хӑрушлӑхсӑрлӑх системине хатӗрленӗ. Ӑна усӑ курни ҫуран утакан ҫынсемпе пулса иртекен аварисен шутне чакарма пултарать.
Ҫӗнӗ система стерео-видеокамерӑран тӑрать — икӗ камерӑран ӳкернӗрен вӑл куракан ӳкерчӗк ҫынӑн евӗрлех. Машин умӗнче куҫакан ӗскере (объекта) палланӑ хыҫҫӑн система ун калӑпӑшӗпе хӑвартлӑхне тата машинпа ӗскер хушшине пӗлейрет. Ҫапла вара, ҫын е чӗрчун ытла та хӑвӑрт ҫывхарма пуҫланине туйса илсен, водителе систернӗ хыҫҫӑн машина чарӑнма пултарать.
Кунашкал хатӗрсем ытти компанисем хатӗрлени пирки те калас пулать. 2010 ҫулта, сӑмахран, Nissan фирма автомобиль умӗнче куҫса иртекен ӗскерсене паллама пултаракан Moving Object Detection технологине кӑтартнӑ. 2008 ҫулта Стокгольмри ӑсчах машин умӗнчи ҫул ҫине сиксе тухнӑ е ҫул хӗрринче иртекен шулта чӗрчунсене палласа илекен система хатӗрленӗ. Mercedes-Benz компанин те унашкал тӗпчевсем пур. Night View Assist ятлӑ каҫхи курӑм системи каҫхине ҫуран ҫынсене паллайрать, вӗсене сасӑпа систерейрет.
Пирӗн, ахаль ҫынсен, вӑл системӑсем пурнӑҫа кӗрессине ҫеҫ кӗтме тивет. Шел те, пур машина та вӗсене вырнаҫтарма май ҫук. Укҫи-тенкине перекетленӗ май чылай чухне автомобильсенче унашкал япаласене лартмаҫҫӗ.