Аслӑ Ҫӗнтерӳ 66 ҫул тултарнӑ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви паха парне хатӗрлерӗ — Николай Максимовӑн «Пӗр хӗрес айӗнче» кӗнеки кун ҫути курчӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ ҫулсенче чӑваш ялӗнче пулса иртет.
Эпир халӗччен фронтри юнлӑ ҫапӑҫусемпе, вутри юратупа, совет салтакӗсен тыткӑнри пурнӑҫӗпе нумай паллашнӑ, анчах тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсемпе чӑваш ҫыннисен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен ҫырнине астумастӑп.
«Пӗр хӗрес айӗнче» повеҫри Силемпи госпиталь комиссарӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе хӑй кӑмӑлне хирӗҫлесех унта ӗҫлеме килӗшет. Малтанах, паллах, питӗ йывӑр килет хӗре. Вӑхӑт иртнӗ май нимӗҫ салтакӗсем пурте фашист пулманнине, вӗсен хушшинче таса чӗреллисем те пуррине ӑнланса илет. Силемпи тыткӑнри Курт Шаговецпа туслашать. Майӗпен туслӑх юратӑва куҫать. Австри ҫӗрӗ ҫинче фермер ӗҫӗпе пурӑннӑ Курта та вӑрҫӑ пачах кирлӗ мар. Совет ҫыннисем умӗнче хӑйне парӑмлӑ туйнӑран вӑрҫӑ пӗтсен те чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлесе пурӑнасшӑн вӑл, халӗ те тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать. Тӳрӗ кӑмӑллӑскере хӑйпе пӗр шӑпаллисемех хирӗҫ тӑраҫҫӗ.
Силемпи шӑпи те синкерлӗ вӗҫленет — вӑрҫӑ хирӗнче мӑшӑрӗсемпе ывӑлӗсене ҫухатнӑ хӗрарӑмсем хӑйсен ял хӗрӗ тӑшман салтакӗсене сипленӗ ҫӗрте вӑй хунипе ниепле те килӗшме пултараймаҫҫӗ.
Повеҫе чӑн пулнине тӗпе хурса ҫырнӑ. Кӗнекене илемлетнӗ Леонид Павлов художник каланӑ тӑрӑх — вӑл ҫуралса ӳснӗ Куславкка тӑрӑхӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӑнахах тӑшманӑн тыткӑна лекнӗ салтакӗсене сиплесе ура ҫине тӑратмалли госпиталь пулнӑ. Унта унӑн ентешӗсем те ӗҫленӗ, тыткӑнри нимӗҫсене хӑй куҫӗпе курнӑ, пӗр салтакӗ ачана тута купӑсӗ парнеленӗ. Кӗнекере асӑннӑ виҫӗ акӑшлӑ илемлӗ фонтана та, кӗтеслӗ эрешлӗ тротуара та, илӗртуллӗ чечек клумбисене те астӑвать Леонид Яковлевич.
«Юн тумлатнӑ юрату» повеҫӗн шӑнӑрӗ — юрату. Каччӑпа вӑл чирлӗ вӑхӑтра ун патне килсе ҫӳренӗ кӳршӗри Анна хушшинче юрату хыпса илет. Кунта, тен, упӑшкине вӑрҫӑ хирне ӑсатнӑ ҫамрӑк хӗрарӑмӑн юрату туйӑмӗ пулман та. Анчах ҫак тӗлпулусем Хветӗре фронта лексен те ҫунатлантарса тӑраҫҫӗ. 17-ри салтак нимӗншӗн те кулянмасть, мӗншӗн тесен вӑл «шӑпа этеме ҫуралнинчен пуҫласа виличчен мӗн курма пӳрнӗ, ҫавна пӗтӗмпех курса ӗлкӗрнӗ. Ҫывӑхран ҫывӑх ҫынсене ҫухатнӑ, пурӑнасчӗ-ха тесе нушапа кӗрешнӗ, тӑшмана тавӑрма вӗреннӗ. Чи хакли, чи телейли вара — чунтан савнӑ хӗрарӑма юратса курнӑ. Тата вӑл хама юратнине те туйнӑ».
Хайлавсен сюжечӗ кӑсӑклӑ, чӗлхи сӗтеклӗ, ҫавӑнпа та пӗр вулама тытӑнсан кӗнекене алӑран ярас килмест. Ӑна вулакансем хапӑл тӑвасса шанатпӑр.
Кӗнекене «СУМ» тетел лавккинче те туянма май пур — хакӗ 88 тенкӗ ҫеҫ.
//рецензине «Хыпар» хаҫатран илнӗ