Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сочире иртекен Раҫҫейри инвестици форумӗнче Чӑваш Енӗн тата Чулхула облаҫӗн пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Валерий Шанцев регионсен правительствисем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ халӗ те пӗчӗк мар, ҫитес вӑхӑтра кӑтартӑва 10 млрд тенке ҫитересшӗн. Ҫак цифрӑна Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Ял хуҫалӑхне аталантарма Чӑваш Республикинчен пирӗн чылай вӗренмелли пур. Тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе те ырӑ тӗслӗхсем вӗсен самай. Эпӗ сахал мар хулана ҫитсе курнӑ. Шупашкар хули хӑйӗн илемӗпе куҫа илӗртет. Чулхулапа танлаштарсан, Шупашкарта хӑтлӑ, хитре, таса. Эпир Чӑваш Республикипе кӳршӗллӗ регионсем кӑна мар, ӗҫлеме пӗлекен чӑн-чӑн партнерсем пулса тӑтӑмӑр», — тенӗ Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев.