Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: ЕТК картине йӳнӗпе сутассине пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.03.2017 13:02 | 1727 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Пӗрлехи транспорт карточкин (ПТК) операторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ЕТК карточкине йӳнерехпе сутас тапхӑра пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ. Кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат пӗлтерет.

Ҫул хакӗ иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗш кунӗнчен пуҫласа ӳсрӗ. Пӗрлехи транспорт карточкипе тӳлесен маршруткӑпа, троллейбуспа е автобуспа ҫӳреме хака 4 тенкӗ йӳнӗрех тунине пула чылай ҫын ҫав карточкӑпа усӑ курма тӗмсӗлет. Хӑй карточки вара тӳлевсӗр мар, ӑна туянас тесен 100 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Карточкӑллӑ пулас шутлӑ ҫынсем нумай пулнӑран ПТК операторӗ нарӑс уйӑхӗнче ӑна 70 тенкӗпе сутасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫапла май уйӑх вӗҫленнӗ кунсенче карточка сутнӑ вырӑнсенче уйрӑмах пысӑк черетсем йӗркеленнӗ. Ҫакна шута илсе ПТК операторӗ 70 тенкӗпе сутас тапхӑра пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ.

Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен ҫул хакӗ 17 тенке ларӗ, карточкӑпа — 13 тенке. Автобусра — 18 тата 14 тенкӗ; маршрутлӑ автобуссенче — 22 тенкӗпе 18 тенкӗ. Каласа хӑварас пулать, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрут автобусӗсенче хула тӑрӑх ҫеҫ кайсан укҫан тӳлесен йӳнӗрех ларать. Водителе 20 тенкӗ ҫеҫ тӳлеме тивӗ. ПТК карточкипе вара хаклӑрах пулӗ — 24 тенкӗ.

Аса илтеретпӗр, ПТК карточкипе усӑ курнӑ чухне йывӑрлӑх сахал мар сиксе тухни пирки пирӗн сайтра маларах та пӗлтернӗччӗ.

#ҫул-йӗр, #хаксем, #транспорт, #черетсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем