Паян — чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑ кун. «17 ҫул Сталин тӗрмисенче айӑпсӑр асапланнӑ сӑвӑҫӑмӑр — халӑхӑмӑрӑн чысӗпе совӗҫӗн виҫи», — тесе ҫырнӑ ҫак куна асра тытса Фейсбукри хӑйӗн страницинче пултаруллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина.
Ҫапла, Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пулас классик Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ҫӗрӗ ҫинче амаланса аталаннӑ. 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна тӑван ҫӗр хӑй ытамне ӗмӗрлӗхе илнӗ — вӑл хӑй тӑван ялӗнче вилнӗ.
Поэтӑн сӑввисенчи философилле шухӑша паян вун-вун ҫын цитатӑлать. «Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам. Пин юррӑмран пӗри анчах юлайтӑр. Ӑна тӑван ыр кӑмӑлпа юрлатӑр, — Вара ман канлӗ пулӗччӗ тӑпрам», — тени ҫумне мӗнех хушайӑн...