Канаш районӗнчи Хучел ялӗнче ҫитес виҫӗ ҫулта 120-е яхӑн пӳрт туса лартмалла. Пурте пӗр урамрах пулӗҫ-и — хальлӗхе пӗлместпӗр. Анчах ҫав ҫуртсене тума палӑртнӑ территорие аталантарма, хӑтлӑх кӗртме республика хыснинчен 12 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрасси паллӑ. Кӗмӗл федераци тата республика бюджечӗсенчен тивӗҫӗ.
Асӑннӑ территорие укҫа уйӑрассине ятарлӑ конкурсра палӑртнӑ. Субсиди парассине ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер укҫапа епле усӑ курнине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма чӗнсе каланӑ.
2017–2020 ҫулсенче ҫавӑн пекех Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчерӗн хӗвелтухӑҫ пайне, Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗн кӑнтӑр пайне хӑтлӑх кӗртме укҫа уйӑрмалла.