World Of Tanks администраци порталӗ «Танкобудка» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнчи студентсем юртан Т-34 танка тунине унччен сайтра ҫырнӑччӗ. Вӗсен ӗҫӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе 60 пин вӑйӑ ылтӑнӗ тата планшет панӑ.
Танка И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электроэнергетика факультетӗнче вӗренекен Алексей тата Александр Федоров, Пермьри наци тӗпчев политехника университетӗнче ӑс пухакан Дмитрий Романов тунӑ. Кӳлепе яла виҫӗ эрне илем кӳнӗ. Шел те, вӑл халӗ ирӗлсе кайнӑ.
Танк ларнӑ чухне Явӑша ҫынсем таҫтан та килнӗ, ун патӗнче сӑн ӳкерӗннӗ. Кунсерен танк умӗнче Шупашкартан килнӗ 15–20 машина чарӑннӑ.
Тӗлӗнмелле те, танка никам та ҫӗмӗрме шухӑшламан. Ҫанталӑк ӑшӑтиччен вӑл чип-чиперех ларнӑ. Ҫамрӑксем вара малашнехи план хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес хӗлле, ахӑртнех, Явӑшра тепӗр танк пулӗ. Анчах — урӑххи.