ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашупрдор» валли директор шыранине, конкурс иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, маларах конкурс хутшӑнакансем пулманнине кура иртейменччӗ, хальхинче унта сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Ӗнер конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Директор тилхепине тытма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Роман Каляева шаннӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие кӗриччен Роман Каляев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Сылтӑм вӑйсен партийӗ» партисенче тӑнӑ. Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ те пулнӑ.
Роман Каляев 2001 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн машфакӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хальччен вӑл «Чӑвашагрохимсервис» тулли мар яваплӑ обществӑра гендиректорӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
«За рулем» порталта пӗлтернине ӗненсен, Роман Евгеньевич Каляев ятлӑ ҫын (тен, пӗр пек ятлӑ этем-ши?) — «Автолайн» обществӑн соучредителӗ те. Ку общество хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче Наци конгресне хирӗҫ бизнес-центр хӑпартса лартнӑ.