Чӑваш Енри 124 ҫамрӑк вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне вӑхӑт ҫитичченех тытнӑ.
Малтанласа ун пек шухӑшлисем ытларах тупӑннӑ: пурӗ 187 ҫын ӑна тытма палӑртнӑ. Экзаменӑн вӑхӑт ҫитичченхи тапхӑрне ҫапах та сахалтараххӑн хутшӑннӑ.
Экзамена епле тытни хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн уҫӑмлатӗҫ.
Аса илтерер, аттестат илме сахалтан та 24 балл пухмалла, аслӑ шкула ҫул тытас тесен сахалтан та 36 балл кирлӗ. Экзамен кӑтартӑвӗпе килӗшмесен аппеляци пама юрать. Ӑна ака уйӑхӗн 11–12-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ 8(8352) 57-21-60, 8(495) 984-89-19 номерсемпе уҫӑмлатма пултараҫҫӗ.
Ҫитес экзамен пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Ун чухне историпе 85 ҫын экзамен тытма палӑртса хунӑ, химипе — 33-ӗн.