Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Анаткасра ял кунӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.05.2011 18:35 | 2487 хут пӑхнӑ
хӗрерӑмсем ал вӑйне виҫеҫҫӗ
хӗрерӑмсем ал вӑйне виҫеҫҫӗ

Шӑматкун, ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Анаткас ялӗнче уяв иртрӗ — ял кунне паллӑ турӗҫ. Пӗрремӗш хут иртмест вӑл — халӑх ӑна ҫулсенчен паллӑ тӑвать. Пухӑнасса вара ял халӑхӗ кана мар, хулари тӑванӗсем те, юнашар вырнаҫнӑ ытти ял ҫыннисем те килеҫҫӗ.

Чи малтан, паллӑ ӗнтӗ, вырӑнти влаҫ ҫыннисем сӑмах илчӗҫ — Иван гаврилович Сергеев пухӑннисене пурне те уяв ячӗпе салмаларӗ. Ҫавӑн пекех Николай Анатольевич Павлов (Вӑрмар район администрацийӗн ӗҫ управляющийӗ /управделами/), Геннадий Николаевич Ямуков (район пухӑвӗн депутачӗ) тата ялти хисеплӗ ҫын Юрий Анатольевич Максимов салам сӑмахӗ каларӗҫ.

Малалла вара уяв пуҫланчӗ — чи малтанах шкул ачисем хушшинче кӗрешӳҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Хутшӑнакансен хушшинче аякран килнисем те пурччӗ — Шупашкартан, Хусантан, Вӑрмартан, Шӑмӑршӑран, ҫывӑх ялсенчен. Анаткассем хӑйсене хастаррӑн кӑтартрӗҫ — Григорьев Сергей, Семенов Александр тата Иванов Виктор вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ.

Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑчӗ ӗнтӗ, ҫапах та Шупашкартан килнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсем халӑха саланма памарӗҫ — Григорий Вакку, Людмила Казакова, Светлана Карсакова, Андрей Шадриков тата Петр Ермолаев юрӑ-кӗвӗпе, шӳтпе савӑнтарсах тӑчӗҫ.

Ял кунӗ дискотекӑпа вӗҫленчӗ — юрӑ-кӗвӗ мӗн ҫӗрлеччен янрарӗ.

 

Сӑнсем

#Анаткасси, #Вӑрмар районӗ, #ял кунӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем