Ӗнер Питӗрте метрора сирпӗнӳ пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Юлашки официаллӑ даннӑйсене ӗненес-тӗк, унта 10 ҫын вилнӗ, 47-ӗн аманнӑ.
РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Вероника Скворцова пӗлтернӗ тӑрӑх, 7 пассажир взрыв вӑхӑтӗнче вилнӗ. 2 ҫын пульницӑра сывлама пӑрахнӑ, тепӗр 1 ҫын пульницӑна илсе кайнӑ чухне куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Аманнӑ 47 пациентран 6-шӗн сывлӑхӗ йывӑртарах-ха.
Следстви комитечӗ ку теракт пулнӑ тесе шухӑшлать. Питӗрти метрополитена икӗ ҫын сирпӗтме пултарнӑ. Ҫынсем курнинчен ҫакӑ паллӑ: террорист малтан портфель хӑварнӑ та тепӗр вакуна куҫнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫан алӑксем уҫӑлман, пассажирсем чӳречерен тухнӑ.
Иккӗмӗш бомба пулнине официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ӑна «Площадь восстания» (чӑв. Пӑлхав тӳремӗ) станцире хӑварнӑ. Телее, ӑна вӑхӑтра тупнӑ.
Видокамерӑсем теракта тума пултарнӑ ҫынна ӳкерсе юлнӑ. Анчах ҫав ҫын кайран полицие хӑй килнӗ те айӑплӑ маррине пӗлтернӗ. Халӗ «Теракт» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах ытти версие те тишкереҫҫӗ.