Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем электроэнергишӗн тӳлес килменнипе панкрута тухаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн энергосбыт компанийӗ ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ. Цифрӑсене вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ-ха.
Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен парӑмӗ 640 млн тенкӗрен иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӑл 613,3 млн тенкӗ пулнине шута илсен парӑм ӳсни куҫкӗрет.
Энергосбыт асӑрханӑ тӑрӑх, парӑма кӗнисен панкрута тухас йӑла пур. Муниципалитет пурлӑхне шанчӑксӑр ҫынсене параҫҫӗ те тӗрлӗ тулли мар яваплӑ обществӑсемпе муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Элӗк районӗнчи «ТеплоЭнергосервис» (нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне энергетиксен умӗнчи парӑм 2,68 млн тенкӗ пуҫтарӑннӑ), Куславкка районӗнчи «Теплоснаб» (11,89 млн), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Городок» (2,95 млн), Улатӑрти «Вода» тата «Сети» (27,5 млн тата 1,22 млн), Канашри «Водоканал» тата «Каналсеть» (28,46 млн тата 5,28 млн), Ҫӗмӗрлери «Теплоэнерго» (46,94 млн) тӗлӗшпе панкрут тесе йышӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Арбитраж судне энергетиксем Ҫӗмӗрлери 32,65 миллион тенкӗ парӑмлӑ «Водоканал» тата Улатӑрти 13,76 миллион парӑмлӑ «АПОК и ТС» тӗлӗшпе тавӑҫпа тухнӑ.