Ӗнер улттӑмӗш созыври Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫиччӗмӗш сесссийӗ иртрӗ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев регион Правительствин иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. Отчет туса пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл депутатсен ыйтӑвӗсене яланхиллех хуравларӗ. «Чӑвашавтотранс» пирки те калаҫу пулчӗ.
Аса илтерер, «Чӑвашавтотранс» предприятири лару-тӑру пирки Раҫҫей шайӗнче те калаҫнӑ. Ыйту федераллӑ министрсем патне ҫитнӗрен «Чӑвашавтотранс» пирки пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Правительство канашлӑвӗнче тепре сӳтсе явнӑччӗ. Унта парӑма ҫӗртмен 1-мӗшӗччен парса татасшӑннине пӗлтернӗччӗ.
ЧР парламенчӗн ӗнерхи сессийӗнче «Чӑвашавтотранс» пирки сӑмах хускатнӑ май Михаил Игнатьев вӑл предприяти коммерци организацийӗ пулнине аса илтерчӗ. Яваплӑха республика ертӳҫисем хӑйсем ҫинчен сирмӗҫ, анчах ыйтӑва республика хысни шучӗпе ҫеҫ татма пӑхни тӗрӗс маррине палӑртрӗ Элтепер. «Вӑл предприятири ыйтӑва татса эсир хыснаҫӑсене — учительсене, врачсене ӗҫ укҫисӗр хӑварас тетӗр-им?» — пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.