Иртнӗ уйӑхра эпир Ҫын правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй пулма Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Александр Иванова шанаҫҫӗ текен сас-хура ҫӳренине хыпарланӑччӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Александр Белов журналист ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, министр апла сӑмах-юмахран тӗлӗннине пӗлтернӗ. Ӑна вӑл пысӑк трибуна умне тухса каламан, калем ӑстипе куҫран куҫ сӑмах вакланӑ чухне кӑмӑл-туйӑмне уҫнӑ.
«Прессӑра эпӗ вӑл вырӑна йышӑнасшӑн тесе ҫыраҫҫӗ. Хамран ыйтасчӗ хать. Эп ун ҫинчен шутламан та. Вӑл ман валли мар», — тенӗ министр Александр Белова.
Аса илтерер, ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн Юрий Кручининӑн ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявленине пӑхса тухса омбудсмен пулнӑ ҫыннӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.