Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗрти Акатуй ҫумӑр айӗнче иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.06.2011 13:16 | 1678 хут пӑхнӑ
Акатуйра
Акатуйра

Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте Раҫҫей шайенчи Акатуй иртрӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑнчӗ.

Чӗмпӗрсем уява лайӑх хатӗрленни курӑнчӗ — хулипех баннерсемпе пӗлтерӳсем ҫакса тухнӑ, сарӑ-хӗрлӗ ялавсем вырнаҫтарнӑ. Ленин тӳремӗнче вара уяв чӑннипех курӑнать — темиҫе сцена йӗркеленӗ, Чӗмпӗр облаҫӗн кашни район хӑй стендне илемлетнӗ. Ку кун унта ҫӗнӗ мӑшӑрсем чылайччӗ — мӑшӑрлану кунӗ чӑвашсен Акатуйӗнче иртни вӗсем кайран асӑнса пурӑнӗҫ — ятарласа килмен пулин те Акатуй паллисем видеосене лекрӗҫех ӗнтӗ. Сӑмах май каласан — районсен кашни стенчӗ мухтава тивӗҫ — шел те вӑйлӑ ҫумӑр хӑш-пӗрисене тивӗҫлӗн кӑтартма май памарӗ пулас. Район стенчӗсем ҫумӗнче пухӑннӑ халӑх вара пурне те хавассӑн кӗтсе илчӗ — кичеммисен кӑмӑлне уҫма пултарчӗ, ташша яра паракансем те пулчӗҫ. Ҫумӑр пӗрре те кансӗрлемерӗ вӗсене.

Чӑваш Ен Элтеперӗ чи малтанах ҫемьипе пӗрле Иван Яковлевич Яковлев палӑкӗ умне чечек хучӗ. Ун хыҫҫӑн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьевпа Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗпе Сергей Морозовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ. 11 сехетре вара Акатуй уявне уҫрӗҫ — вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем те, инҫетрен килнисем те пӗрле кар тӑрса тем пысӑкӑш юрӑ карти йӗркелерӗҫ, «Алран кайми аки-сухи»халӑх юррине пӗр харӑс юрларӗҫ. Михаил Васильевич парнесем те турӗ: писеп хучӗсемпе медальсем пачӗ (Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрне Сергей Морозова, ЧОЧНКА исполком председательне Владимир Сваева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысларӗ), Чӗмпӗрти халӑх культурин центрне «Газель» микроавтобус ҫӑраҫҫине, ача-пӑча ут спорчӗн шкулне лаша (Етӗрнери лаша савутӗнче ӳстернӗ) парнелерӗ. «Канаш» хаҫат редакторне Николай Ларионова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята парса чысларӗ. Чӗмпӗр кӗпернаттӑрӗ те парне турӗ — Роза Лизаковӑна (вӑл пӗрле пынӑччӗ) Шупашкарти пукане театрӗ валли УАЗ машина ҫӗраҫҫине пачӗ.

Ҫумӑр лӳшкесе ҫурӗ пулин те уяв ҫӗрлечченех пычӗ.

 

Сӑнсем: Н. Плотников сӑнӗсем (41 сӑн), Владимир Иванов сӑнӗсем (64 сӑн, официаллисем)

#Акатуй, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #уявсем, #кӳршӗре

 

Комментари:

2011.06.05 13:23
Аçтахар Плотников
Чăваш Ен Элтеперĕ Раççей шайенчи Акатуя пĕрремĕш хут хутшăнни тĕрĕс-и? (эп çапла илтрĕм) Фёдоров Акатуя çӳремен терĕç (район шайĕнчисенче пулнине пĕлетĕп)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем