Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 2-мӗш «Хавал» Етӗрне тӑрӑхӗнче пулӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.06.2011 11:50 | 1891 хут пӑхнӑ

«Язык успеха» ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикин ҫамрӑксен Эсперанто-пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци кӑҫал та (пӗлтӗрхине шутласан — иккӗмӗш хут ӗнтӗ) ҫуллахи чатӑр уйлӑхне (лагерьне) ирттерет. «Хавал» хальхинче Етӗрне районӗнчи Сӑр шывӗ хӗрринче иртӗ — ку вырӑнта Емельян Пугачёв пӑлхавҫӑ хӑй ҫӑрӗпе куҫнӑ тет. Утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланӗ те 24-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Уйлӑхӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине вӗренме пулӑшакан ҫулсерен иртекен тӗлпулусене пуҫарасси, чӑвашла калаҫакансен хушшинче вӑхӑт ирттересси. Ҫавӑн пекех лекцисемпе ҫавра сӗтелсенче чӑваш культурипе, историйӗпе, йӑли-йеркипе тачӑрах паллаштарассине те йӗркелекенсем тӗпе хывнӑ.

Эсир кунта, ҫак уйлӑхра, чӑваш чӗлхине вӗренме, Емельян Пугачёв ҫулӗ тӑрӑх экскурсире пулма, юрӑ юрлама, тӗрлӗрен лекцисем итлеме пултаратӑр. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулӗҫ. Ку лекцисемпе семинарсене ирттерӗҫ: К(П)ФУ истори факультечӗн доценчӗ Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан), чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, тӑлмачӗ Чиндыков Борис Борисович, Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫи Мадуров Федор Иванович, социолингвист тата тӑлмач Эктор Алос и Фонт (Барселона – Шупашкар), публицист тата сӑвӑҫ Станьял Виталий Петровчич, «Вут-шу» кӗрешӳн тренерӗ Романов Алексей Егорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Иванов Владимир Александрович, тата ыттисем.

Пурӑнасса палаткӑсенче ҫӗр каҫма тивӗ. Лагере хутшӑнасси тӳлевлӗ — пӗтӗмешле хак 1800 тенкӗ (оргвзноспа апатшӑн). 16 ҫула ҫитменнисенчен сахалрах — 1300 кӑна. Хутшӑнакансен оргвзнос укҫине (300-600 тенкӗ) маларах, утӑн 1-мӗшӗччен памалла. Ыйтса пӗлмелли инҫесас — 68-50-51 (Блинов Александр).

Тӗплӗнрех (pdf)

#Етӗрне районӗ, #чӑваш чӗлхи, #Хавал

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем