Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн ҫивӗчех-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.04.2017 21:18 | 6948 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Казахстан Президенчӗ казах ҫырулӑхне латиница ҫине куҫарасси пирки паян хыпар тухрӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑвасшӑн. Сӑмахран, ҫак ҫулталӑк вӗҫӗччен куҫмалли тапхӑрӑн программине хатӗрлесе ҫитересшӗн. 2025 ҫул тӗлне вара (8 ҫултан) республикӑра тухакан кӗнекесене, хаҫат-журналсене тата ӗҫ хучӗсене йӑлт латин ҫырулӑхӗпе тума хӑнӑхса ҫитесшӗн. Планӗсем пысӑк. Мӗншӗн кириллицӑна пӑрахӑҫлама йышӑнни пирки пуҫ ватса тӑмӑпӑр, ку калаҫу теми — хальхи вӑхӑтра латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн тӑрать-и е ҫук.

Паллах, кунашкал хыпар хыҫҫӑн хӑш-пӗр чӑвашсем хушшинче тахҫан ҫӳренӗ шухӑш тепӗр хут чӗрӗлме пуҫласси пирки каламасӑрах паллӑ. Латиница ыйтӑвӗ хӑй вӑхӑтӗнче 1990-мӗш ҫулсенче сиксе тухнӑччӗ. Унччен маларах вара ҫак темӑна 1922 ҫулта кӑштах хускатса пӑхнӑ. Анчах ни халӑх хапӑлах йышӑнман, ни влаҫра тӑракансем. Вӑл вӑхӑтра сӗннӗ латин алфавичӗ пирки те ытлашшиех тӗплӗ информаци тупаймастӑп. 1992 ҫулта ҫеҫ латин саспаллиллӗ текстсем пичет кӑларӑмӗсенче пичетлене пуҫланӑ. Ку енӗпе «Аван-и» хаҫат самай вӑй хунӑ. Ҫавах та вӑл вӑхӑтра та, наци туйӑмӗ ҫӗкленнӗ тапхӑрта, латин алфавичӗпе ҫырнӑ текстсем эксперимент шайӗнчен ҫӳлерех хӑпарайман.

Латин алфавичӗ чӑваш чӗлхи валли кирлех-ши? Латиницӑна ырлакансем темиҫе лайӑх ене палӑртаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ — эпир имӗш вырӑссенчен уйрӑла пуҫлӑпӑр, аттук халь пирӗн халӑхсем хушшинчи чикӗ сирӗлсе те сирӗлсе пырать. Сӑмахран, чӑвашла калаҫакана тӗл пулсан та кашни пилӗк сӑмахӗ урлӑ вӑл вырӑс сӑмахне кӗртсе лартать. Ҫурма чӑвашла ҫурма вырӑсла калаҫасси хальхи вӑхӑтра нормӑна кӗрсе кайнӑ. Иккӗмӗш лайӑх енӗ — латиница имӗш тӗнчипе сарӑлнӑ, унпа тӗрӗк халӑхӗн ытларах пайӗ усӑ курать (тепӗр май каласан, латиница ҫине куҫсан эпир юнпа ҫывӑх халӑхсемпе ҫывӑхланӑпӑр). Виҫҫӗмӗшӗ — латин алфавичӗ имӗш чӑваш орфографийӗнчи кӑлтӑкӗсенчен тасалма май парӗ. Тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш сӑлтавсем те пурччӗ унта. Кусем — чи анлӑ сарӑлнисем. Кашнине контрагрументласа тухатӑп.

Чи малтан виҫҫӗмӗш сӑлтавӗ пирки каласшӑн. Паллах, ҫӗнӗ алфавит тӑвас пулсан (тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи валли хатӗрленӗ латин ҫырулӑхӗн нумай варианчӗсем тӗл пулаҫҫӗ, ытларах вӗсене энтузиастсем ӑсталанӑ) чӑваш ҫырулӑхӗнчи хӑш-пӗр кӑлтӑксене пӗтерме май пур. Анчах та хӑш саспаллисемпе ҫырассине ҫеҫ мар, вӗсемпе уҫӑ курса мӗнле ҫырмаллине те ҫӗнӗрен тума тивӗ. Тӗслӗхрен, хальхи орфографинче «йу» вырӑнне «ю», «йа» вырӑнне «я» ҫыратпӑр пулсан, «йӑ», «йӳ» е «йӗ» вырӑнне ятарлӑ саспаллисем йышӑнман. Уҫӑ сасӑсем хушшинчи хупӑ сасӑсене, янравлисене, мӗнле ҫырассине те татса пама тивӗ. «Ача» сӑмаха е «acha», е «ača» е пач та «aĝa» (янравлӑхне палӑртса) ҫырмалли пирки йышӑнас пулать. Тепӗр енчен чӑваш орфографийӗн кӑлтӑкӗсене юсасах тесен алфавитне улӑштармасӑр та пулать.

Иккӗмӗш сӑлтавӗ пирки калас пулсан, ман шутпа вӑл ытлашшиех нимех те памӗ. «Хуҫи» улшӑннине ҫеҫ кӑтартӗ. Улӑштармаллах пулсан ма латин саспаллийӗсем пулмалла? Ма, тӗслӗхрен, китай е яппун иероглифӗсене суйлас мар? Халь ҫамрӑксем ытла та яппунсемпе корейсен культурипе кӑсӑкланаҫҫӗ, вӗсен литературипе паллашас тесе корейла та яппунла та вӗренекенсем йышлӑланнӑ (А. Блинов каланӑччӗ). Е пач та хамӑрла, рунӑлла ма ҫырас мар? Пирӗн сайтри канашлура эп пӗрре хальхи алфавитӑн рунӑлатнӑ вариантне те илсе кӑтартнӑччӗ. Илес те усӑ курас.

Пӗрремӗш сӑлтавӗ пирки сӑмах пуҫарас пулсан мӗн каламалла-ши? Чи малтан, паллах, ҫӳлерех илсе панӑ шухӑша тепре пӗлтермелле — вырӑсланассинчен хӳтӗленес тесен чи малтан рунӑлла ҫырулӑх пирки шухӑшлас пулать. Ӑна суйласа илсен эпир ни вырӑссен витӗмне ӳкмӗпӗр, ни акӑлчансемпе турккӑсен витӗмне. Вӑл йӑлт хамӑрла пулӗ. Авалхилле (sic!).

Чӑннипе вара, чӑнах та вырӑсланассине чарса лартас тесен ман шутпа тем тесен те алфавитран мар, хамӑр ӑс-танран пуҫламалла! Саспаллисем Кириллпа Мефодийӗн пулсан та ҫырулӑхӗ тем тесен те хамӑрӑн, чӑвашӑн. Саспаллисене мӗнле ҫырассине улӑштарнипех (кириллицӑпа латиницӑна танлаштарса пӑхсан уйрӑмлӑхӗсем ҫав териех пысӑках мар вӗт...) чӑваш тӳрех хӑйӗн тымарӗсене аса илессе, ачи-пӑчине тӑван чӗлхене вӗрентме пуҫласса шанни ман шутпа ытла та айванла шухӑш. Алфавит ятне улӑштарӑпӑр та халӑх хӑйне мӑнаҫлӑрах тытма пуҫлӗ текенсем ытла та ҫӑмӑл ҫулпа каясшӑн. Унашкал ӗмӗтҫӗсен шухӑшӗсем мӗнпе вӗҫленнине ахалех курма пулать. Пӗрисем, ав, чӑвашсенчен суварсем тӑвӑпӑр та халӑх чӗрӗлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗҫ. Чӑвашӗсем хӑйсен халӑх ятне улӑштарма васкаманран ҫав ята сыснасемпе танлаштарма та хӑтланчӗҫ. Шел те, ята улӑштарнипех ӗҫ-пуҫ чипер кайнӑ тӗслӗхсем чӑн пурнӑҫра питӗ сахал тӗл пулаҫҫӗ ҫав. Ҫавӑнпа вӗсен ӗҫӗ ӑнмарӗ те. Ҫавнашкал тӗллевпех алфавита улӑштарни те пӗлсех тӑратӑп, нимӗнле усӑ та памӗ. Чӑвашӑн ӑс-тӑнне улӑштармасӑр вырӑсланас туртӑм ниӑҫта та ҫухалмӗ. Хӑть китай иероглифӗпе ҫыр, хӑть латиницӑпа, хӑть Кириллпа Мефодий ӑсталанӑ саспаллисемпе.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑвашсем, #казах чӗлхи, #чӑваш чӗлхи, #Казахстан, #орфографи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1348.06.9510
2017.04.12 22:34
Agabazar
<<Латиница ыйтӑвӗ хӑй вӑхӑтӗнче 1990-мӗш ҫулсенче сиксе тухнӑччӗ.>>

Ахăртнех пичетре сиксе тухни пирки сăмах пырать пуль. Уйрăм çын (Иванов, Петров, Сидоров...) пуçĕнче кирек хăш самантра сиксе тухма пултарать.
Ваççа. // 9259.3.8429
2017.04.13 05:41
Паллах шкулта "латынь" алфавичĕ çине куçма кирлĕ мар. Куçма та сире никам та ирĕк памĕ. Ытти çĕрте чарни вырăнсăр. Конституци те чармаç ун пек тума. Кам та пуллин çырас тет пулсан, çыртăр. Параллельно ,хушма алфавит тăвас текенсем пур пулсан туччăр.Саккун тăрăх чару çук. Паян чăваш чĕлхи мĕнле янранине , латын алфавичĕпе усă куракансен , ăнланма йăвартарах. Тĕнчене çывăхрах пулас тесен латынь алфавичĕпе усă курса та çырас пулать. Икĕ чĕлхеллĕ халăха икĕ алфавит! Çавăн пек тусан тиркекенсем чылаях пулĕç,анчах та халăхшăн ку ĕç усăллă пулĕ. Ман шутпа ,Микулай,ку ĕçе сирĕнех тумалла. Чăваш сасси мĕнле янранине тĕнчипех ăнланмалла пултăр.
мучи // 2150.17.5504
2017.04.13 08:34
Дунай Пӑлхарсем, кирилицӑпа тахҫанах ҫирлахаҫ.
CVLat // 1141.7.1851
2017.04.13 09:21
Lattinle şyrassi ansat. 22 sas palli tata pĕr ' şemşelĕh palli.
Uşă sasăsem:
vărăm - a e i ü u y
kĕske - ă ĕ (+ ̆ kĕskelĕh palli: ĭ ŭ ŏ)
Hupă sasăsem
m v n l r j - jalan janravlisem
p t c k - pitĕrĕncĕk sassem
s ş š h - hĕsĕncĕk sassem
' - şemşelĕh palli (măkăn', tăvat', hal')

Căvašlannă jut sassem: o, f, z, t.yt. 'Offizzios'.

"Ача" - "Aca", "Чуччу" - "Cuccu", "Ăшчик" - Ăšcik,
"Тухья" - "Tuhjа", "Раща" - "Raşşa".

Hupă sasăsem
m v n l r j (jalan janravlisem)
p t c k (pitĕrĕncĕk šavlisem)
s ş š h (hĕsĕncĕk šavlisem)
CVLat // 1141.7.1851
2017.04.13 09:35
Политтикăлла сăлтавпа алфавита улăштарасси текех иртнĕ ĕмĕр ĕçĕ.

Казах преситенчĕ паллах Раççейрен хăрать, ăна хăйĕн халăхĕн нацилĕх туйăмĕ вăйлă пулни кирлĕ, анчах паянхи кунччен назарбаевлăх туйăмĕпе кăна арпашни юлашкинчен хăйне хăратса пăрахрĕ пулмалла, мĕншĕн тесен казах чĕлхи тем чул укçа тăксан та поппулярный мар, халăх вырăс чĕлхине ытларах килĕштерет. Паян Раççей аннекси сĕнсен казахсем рефферантумра алхапăлах Раççее кĕресшĕн пулĕç тесе хăрать Вăтам Ази пуçлăхĕ, хăй вилсе кайсан казахсене мĕн пулĕ тесе пăшăрханать.

Чăвашсен ун пек хуйхă пулмалла мар. Пур тĕрлĕ те çырма пĕлмелле - чи хакли пĕр-пĕринпе мĕнле те пулин чăвашлах хутшăнма пултарасси, пĕр-пĕрне итлесси. Анне чĕлхи чĕрене çывăх, ун урлă тĕрĕслĕхе тата чăнлăха ăнланма чылай хут çăмăлрах.
Agabazar // 3264.70.1584
2017.04.13 14:43
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кÿрентерÿ
Agabazar // 2375.06.9976
2017.04.14 17:39
Agabazar
Казахстанра 1991-мĕш çултанпа пысăк лшăнусем пулса иртнĕ.
Çавсенчен пĕри — казахсен шайĕ (проценчĕ) йышра хăвăрт ÿссе кайни.
СССР тапхарĕнче çурринчен сахалрах пулнă пулсан, халĕ 70% еннелле. Вăт пырăр та калаçăр казахсемпе!
Паллах, апла пулин те унта казах чĕлхин пĕлтерĕшне çĕклесе яма çав-çавах йывăр-ха. Анчах та ку — урăх ыйту.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем