Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Орфографи тӗрӗслемелли хатӗр ҫӗнелнӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.04.2017 19:35 | 3805 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре ҫӗнетрӗ!

Ҫӗнӗ версинче сӑмахсен йышӗ 29655 ҫитнӗ. Чи пысӑк улшӑнусем вара аффикссен файлӗнче пулса иртрӗ — сӑмах ушкӑнӗсене пысӑклатнӑ май ушкӑн ячӗсене латин саспаллипе мар, цифрӑсемпе палӑртасси ҫине куҫрӑмӑр. Ҫапла май тинех, тӗслӗхрен, хисеп ячӗсене йӗркене кӗртме май пулчӗ. Ытти йышши тӳрлетӳсем те сахал мар пулчӗҫ. Пӗтӗмӗшле хакласан вара хальхи сӑмах пуххи ӑнсӑртран илнӗ текстри сӑмахсен 4% ҫеҫ пӗлмест. Пӗлменнисен ытларах пайӗ — пайӑр ятсем. Вӗсене шута илмесен 1% ҫеҫ пӗлмест теме пулӗччӗ.

Чӑвашла ҫырнӑ текста тӗрӗслемелли хатӗре унӑн ятарлӑ сайтӗнчен уҫласа илме пултаратӑр. Унтах хӑвӑрӑн текста та тӗрӗслесе илме май пур. Ҫавӑн пекех вӑл сайтра браузерсем тата офис программисем валли хатӗрленӗ хушӑмсене уҫласа илме пулать. Эпир хамӑр енчен LibroOffice офис программипе тата Mozilla Firefox браузерпа уса курма сӗнетпӗр. Вӗсенче чӑвашла текста тӗрӗслеме питӗ меллӗ, ытлашши чӑрмавсем сиксе тухмаҫҫӗ. Сӑмахран, Apache OpenOffice программӑра текста ҫырса пынӑ май яланах ҫав текст чӑвашла пулнине пӗлтерсе тӑмалла пулсан LibroOffice-ра унашкал чӑрмав ҫук. Шел те, Google Chrome браузерта та, вӑл питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулин те, ку хатӗре вырнаҫтарма май ҫук.

#чӑваш чӗлхи, #ҫӗнӗлӗхсем, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hunspell.chv.su/download.shtml
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем