Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен…

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
oriflame 08.06.2011 16:31 | 1678 хут пӑхнӑ

Куславкка район халӑхӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Акатуя анлӑн уявларӗ.

Хальччен «Радуга» пионер лагерӗ пулнӑ уҫланкӑна чӑваш ялӗ картишӗсемпе, килӗ-ҫурчӗсемпе, ҫатан карти-мӗнӗпе куҫса килнӗ тейӗн. Ял халӑхӗ тата хула ҫыннисем, уява килнӗскерсем, пӗр-пӗрин патне хаваспах «хӑнана» ҫӳрерӗҫ. Кашни «килтех» вара сӗтел тулли ӗҫме-ҫиме.

Уява пухӑннӑ халӑха район ертӳҫисем саламланӑ хыҫҫӑн ҫур аки вӑхӑтӗнче чи хастар ӗҫленисене наградӑсемпе паха парнесем пачӗҫ.

Районта кӑҫал тыр-пула пурӗ 11 пин гектар ытла акнӑ. Ҫакӑн чухлӗ ҫӗре сухаласа акма машинӑпа трактор паркне ҫӗнетни май пачӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта районта 250 миллион тенкӗлӗх ҫӗнӗ техника туяннӑ. Ытти ҫитӗнӳсем те сахал мар куславккасен. Ҫавӑнпа та мӗншӗн савӑнас мар-ха паянхи уявра?

Акатуй кашни ҫулах хавасланма, пӗр-пӗрне курса калаҫма кӑмӑл тӑвакансене пӗр ҫӗре пухать.Уява таврари ялсенче пурӑнакансем кӑна мар, ытти хуласенчен те килеҫҫӗ. Халӑх ӑстаҫисем те хӑйсен тӗрлӗ-тӗрлӗ таварне — килте тӗртнӗ кавирсене, хӑваран авса тунӑ сӗтел-пуканпа карҫинкка-сумккасене, килти хуҫалӑхра кирлӗ савӑт-сапана сӗнчӗҫ. Сутуҫӑсем тӗрлӗ ҫимӗҫ — кукӑль таврашӗнчен пуҫласа чӑвашсен кӑпӑклӑ сӑри таранах сутрӗҫ.

Уявӑн чи хаваслӑ саманчӗ те ҫитрӗ: районти мӗн пур ялтан илемлӗ пултарулӑх коллективӗсем килсе ҫитнӗ. Ҫакӑн чухлӗ халӑх капӑр тӑхӑнса, чӑваш тумӗсемпе килсе тулниех кирек камӑн кӑмӑлне те ҫӗклентерсе ярӗ. Концертра районти паллӑ артистсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Ҫав вӑхӑтрах спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртрӗҫ. Кунта вара тӗп приза — такана — Г. Никитин йӗкӗт ҫӗнсе илчӗ.

#Акатуй, #Куславкка, #Куславкка районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем