2016 ҫул вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем парламентри укҫа илсе тӑракан должноҫсене пайларӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
Капла йышӑнупа килӗшмесӗр «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе килӗшменнине палӑртса чӑваш парламенчӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ те ҫырнӑччӗ.
Урӑхла йышӑну туманнине кура кӑмӑлсӑр депутат Шупашкар хулин Ленин район судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта ӗнер йышӑну кӑларнӑ. Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннипе суд та килӗшмен.