Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Антонина Львовӑн иккӗмӗш кӗнеки

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 09.06.2011 17:50 | 1557 хут пӑхнӑ
Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Трак Ен тӑрӑхӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан ывӑнма пӗлмен тата тараватлӑ чӑваш хӗрарӑмӗ Антонина Герасимовна Львова 2009 ҫулта вулакансене хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине «Манӑҫми сӑнарсем» ятпа парнелерӗ. Кӑҫал вара унӑн иккӗмӗш пысӑк ӗҫӗ — «Сувар сӑмахӗ» кӗнеки 1 пин экземпляр тиражпа кун ҫути курчӗ.

Ку хутӗнче А.Г. Львова халӑха хӑйӗн 1975—1995 ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисемпе юррисене тата пурнӑҫ пирки шухӑшланисене сӗнет.

Сӑмах май, ӗҫчен те пултаруллӑскер, кӑҫалхи майӑн 5-мӗшӗнче 82 ҫул тултарчӗ. Вӑл шкулсенче ҫамрӑк ӑрӑва чылай вӑхӑт чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, чи маттуррисене явӑҫтарса кружок та йӗркеленӗ. Ялсен, шкулсен историне тӗпченӗ, вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе интересленнӗ.

Ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑвӑ-юрӑсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтри паттӑрсемпе тылра вӑй хунӑ хӗрарӑмсен пурнӑҫӗпе таччӑн ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен автор хӑй те ҫав тапхӑрти йывӑрлӑха ялта тӳсӗмлӗн чӑтса ирттернӗ. Ҫавӑнпах пуль Антонина Герасимовнан ыттисене каласа памалли темӗн чухлех.

Кӗнекене мӗншӗн «Сувар сӑмахӗ» ят панӑ-ха? А.Г. Львова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, суварсем историлле ята ялан сӑвапланӑ. Урӑх тӗне йышӑнман вӗсем — тӑван халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварма ҫине тӑнӑ. «Сувар» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ нумай. Халӑх ятне хисеплесе сӑввӑмсенче те «сувар» тесех шӑрҫаларӑм», — ҫырать умсӑмахра Антонина Герасимовна.

Кӗнекере сӑнӳкерчӗксем те пур. Вӗсенчен пӗринче Чӑваш Республикин Президенчӗ М.В. Игнатьев та сӑнланнӑ. Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑх председателӗнче вӑй хунӑ чухне Михаил Васильевич Антонина Герасимовна шӑллӗне — Степан Герасимович Герасимова нумай сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ-мӗн.

Кӗнекене К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ пичете сӗннӗ. Проект ертӳҫисем — истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.П. Иванов тата Ю.А. Львов таврапӗлӳҫӗ. Сумлӑ ҫак ӗҫшӗн Антонина Герасимовнана та, вӗсене те пысӑк тав.

#Чатукасси, #кӗнекесем, #Красноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем