Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш кӗнеки фестивалӗнче гуманитари институчӗн кӑларӑмӗсене хӑтларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.04.2017 22:23 | 2274 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш кӗнеки фестивалӗ иртрӗ. Унӑн йышне кӗрекен мероприятисенчен пӗри Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисен хӑтлавӗ пулчӗ.

Пухӑннисене пурӗ виҫӗ кӗнекепе паллаштарчӗҫ. Вӗсем пурте — хальтерех тухнӑскерсем. Чи малтанах паллашу «Чебоксары: история и тайны Николаевского девичьего монастыря» (чӑв. Шупашкар: хӗрсен Николаевски мӑнастирӗн историйӗ тата вӑрттӑнлӑхӗсем) кӗнекепе пулчӗ. Кӗнеке авторӗ вӑл мӗнле калӑпланни пирки каласа пачӗ. Итлекенсем ку кӗнекене ыйтакансем нумай пулни пирки пӗлтерчӗҫ, ӑна сахал тиражпа кӑларнӑран ниӑҫта та тупма ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗҫ.

Иккӗмӗш кӗнеке «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 3-мӗш томӗ пулчӗ. Ун пирки тӗп сӑмаха кӗнекен редакторӗ Геннадий Дегтярёв каласа пачӗ. Хӑтлава пынисем чӑваш сӑмахӗсене чӑваш чӗлхипех ӑнлантарма йывӑр е ҫӑмӑл пулни пирки пӗлчӗҫ. Ку сӑмахсарӑн ырӑ енӗсене те асӑнчӗҫ.

Виҫҫӗмӗш кӗнеке пирки чи малтанхи сӑмаха вара Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологипе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова илчӗ. Унӑн шухӑшӗпе Эдуард Лебедевӑн «Акционсартовые значения сложновербальных аналитических форм в чувашском языке» (чӑв. Чӑваш чӗлхинчи кӑткӑс калуллӑ аналитика хурмисен аксионсартлӑ пӗлтерӗшӗсем [куҫарӑвӗ — ЧХС-ӗн]) кӗнеки питӗ вӑхӑтлӑ кун ҫути курнӑ. Кӑларӑм авторӗ те хӑйӗн ӗҫ ҫинчен каласа пачӗ, унпа чылай ҫын кӑсӑкланни пирки пӗлтерчӗ.

Хӑтлава вӗҫленӗ май Михаил Скворцова чӗлхеҫе асӑнса пӗр минут ура ҫинче шӑп тӑчӗҫ.

#наци вулавӑшӗ, #фестивальсем, #чӑваш чӗлхи, #хӑтлавсем, #ЧПГӐИ, #кӗнекесем, #Чӑваш чӗлхи кунӗ

 

Сӑнсем (36)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем