Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Солдат Терентий Дверенин» фильм диплома тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.06.2011 21:41 | 1653 хут пӑхнӑ

Тунтикун, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Пермь хулинче регионсен «Раҫҫей хулкканӗ — 2011» телекуравпа радиокӑларӑмӗсен ҫарпа патриотизм фестивальне пӗтӗмлетнӗ — «Чӑваш Ен» Гостелерадиокомпани хатӗрленӗ «Солдат Терентий Дверенин» (Терентий Дверенин салтак) фильма Аталҫи федераллӑ округри Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тулли представителӗ Григорий Рапота дипломпа палӑртрӗ. Кун пирки cap.ru сайт хыпарлать.

Фестивале пурӗ виҫҫӗр ытла ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен аллӑшне финала суйланӑ. «Россия 1» телеканалӑн ятарлӑ корреспонденчӗ Александр Сладков пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫсен пахалӑхӗ ҫулран ҫул лайӑхланса пырать. Журналистсем хайлав сюжечӗсене кӑсӑклӑн уҫса пама тӑрӑшни сисӗнни пирки те вӑл каларӗ.

«Чувашия» икӗ ӗҫ тӑратнӑччӗ. Пӗрремӗшне Руслан Желудкин ФХХ (ФСБ) подполковника халалласа ӳкернӗ — пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӗҫ-пӑшаллӑ хурахсен йӗрне тупнӑ пулнӑ. Информацие тепӗр хут тӗрӗслес тесе кайнӑ, анчах лешсен аллине ҫакланнӑ. Аманса пӗтнӗ кӗлеткине темиҫе кунран асӑрханӑ. Иккӗмӗш ӗҫ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 93 ҫулхи Терентий Дверенин пирки каласа пырать. Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветеран ватлӑхра хӑйне валли йӑпанӑҫ тупнӑ — пуканесем ӑсталать. Шӑп ҫак фильм диплома тивӗҫрӗ те ӗнтӗ.

Саламлатпӑр!

#Раҫҫейре, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем