Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вулавӑшра 5 пин хайлав!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.06.2011 23:44 | 2099 хут пӑхнӑ

Чӑваш литературин электронлӑ вулавӑшӗнче паянтан 5 пин ытла хайлав вырнаҫнӑ! Малтанхи ҫитӗнӳ, 4 пинпе танлашни, 7 уйӑх каялла, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗччӗ. Ҫӗнӗрен кӗртнӗ кӗнекесен илес пулсан ҫаксене асӑнса хӑвармалла: Альбина Мышкинӑн «Атте пилӗ», Виталий Енӗшӗн «Чи пӗчӗк патшалӑхӗ», Денис Гордеевӑн «Хӗрес хывнӑ хӗвелӗ», Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хур айӗнче» сӑвӑлласа ҫырнӑ повеҫӗ, Тихӑн Петӗрккин «Ҫил-тӑвӑлӗпе» «Кушкӑ ачийӗ», Александр Алкан «Хӗҫпе ҫурли», Влас Иванов-Пайменӗн «Кӗперӗ», Георгий Красновӑн «Хӗрлӗ тюльпанӗ», Трубина Мархвин «Хӗллехи каҫсенче» калавсемпе повеҫсен пуххийӗ, Иван Салампекӗн «Пирвайхи юратӑвӗ», Александр Талвирӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫӗ тата ыттисем. Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ — самай пуянланнӑ. Сӑлтавӗ те пур — укҫалла сканерлама пуҫланӑран (50 пин ытла тӑкакланӑ) текстсем кӗртес ӗҫ самай хӑвӑртланчӗ.

Хайлавсен ытларах пайӗ, пӗлетӗр ӗнтӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ 3 пин ҫурӑ ытла. Ытти тӗслӗ хайлавсем: калав (529 ытла, малтанхипе танлаштарсан 100 ытла хушӑннӑ), юрӑ (120 ытла, 40 хушӑннӑ), юмах (187, 17 хушӑннӑ), шӳтлӗ сӑвӑ (87, +20), кулӑшла калав (94, +24), поэма (27), халап (27), новелла (24), юптару (52, +15), сӑвӑллӑ юмах (8). Пысӑк калӑпӑшлисене илес пулсан, халӗ 42 повесть (икӗ хут ӳснӗ — малтан 21 кӑначчӗ), 12 роман (вӗсен шутӗнче 2 историллӗ роман, 1 роман-халап тата 1 сӑвӑллӑ роман).

Пирӗн порталти электронлӑ вулавӑша 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫса. Кашни ҫур ҫул хушшинче вӑл вӑтамран пӗр пин хайлавпа пуянланса пырать.

Вулавӑш пуянлансах пынӑран вулакансем те йышланаҫҫӗ — кунсерен унта 50 ҫынран кая мар кӗрсе тухать.

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #литература

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lib.chuvash.org
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем