Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шӳрпи те пурччӗ, сӑри те — туллиех

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 20.06.2011 11:08 | 2371 хут пӑхнӑ
Акатуйра. Захаровсен сӑнӗ
Акатуйра. Захаровсен сӑнӗ

Шӑматкун, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Лапсар ял тӑрӑхӗнче черетлӗ Акатуй иртрӗ. Кӑҫал ӑна Ассакасси ялӗнче уявларӗҫ. Уяв яланхи пекех ҫӑкӑр-тӑвартан, Акатуй юрринчен пуҫланчӗ.

Лапсар ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Захаров Дмитрий Иванович хӑй сӑмахӗнче салам сӑмахӗсем каланӑ хыҫҫӑн ку тӑрӑхри ӗҫсем пирки кӗскен каласа пачӗ. Районтан ятарласа чӗннӗ хӑнасем те сӑмах тухса каларӗҫ: Шупашкар районӗн экономика тата пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен начальникӗ Зоя Леонидовна Маслова, Шупашкар районӗнчи РФ пенси фончӗн управленийӗн начальникӗ Алевтина Михайловна Исаева.

Ял тӑрӑхӗ парнесем нумай хатӗрленӗччӗ, алла яхӑн — пӗр сӗтел йышӑнатчӗҫ. Кашни тивӗҫлӗ ҫынна тупрӗ, кӑмӑлӗсене хӑпартрӗ. Парнесемпе чи лайӑх харпӑр хуҫалӑхсене тытса пыракансене, чи хӑтлисене, чи чаплӑ фермер хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерчӗҫ. Общество ӗҫне хасатар хутшӑнакансене та манмарӗҫ — пурте парнеллӗ пулчӗҫ. Хисеп хучӗсемпе те вӗсене чысларӗҫ.

Юрӑпа-ташӑпа савӑнтаракансем пӗлтӗрхи пекех чылайӑнччӗ. Кунта Вӑрманкас фольклор ҫурчӗ ҫумӗнчи «Парне» ушкӑна та (уява та Владимирова Маргарита Анатольевна ертсе пычӗ), Кӳкеҫри «Ҫутӑ ҫӑлтӑр» эстрада ансамбльне те асӑнма пулать. Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи «Телей» те яланхи пекех ку тӑрӑхри халӑха сӑвӑнӑҫ кӳме хутшӑнчӗ.

Спорт мероприятийӗсене Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӑй-хал культурине вӗрентекен Шихматов Александр Алексеевич йӗркелерӗ. Хастарлӑха кӑтартмалли вӑйӑсем вара чылай пулчӗҫ — футбол та, воллейбол та, кире пуканне йӑтасси те, вӗрен туртасси те. Футболпа волейбол вӑййисенче пӗрремӗш вырӑна карачурасем тухрӗҫ. Вӗрен туртассипе вара чӑркашсенчен вӑйлисем пулаймарӗҫ.

Акатуй шӳрпесӗр иртмест, сӑрасӑр мар. Пурте пулчӗҫ — шашлыкӗ таранах. Шашлыкпа тата шӳрпепе Ишлей райповӗ тивӗҫтерчӗ пулсан, сӑра халӑх хӑй вӗретнӗ. Сӑра вӗретекенсен хушшинче ӑмӑрту иртнӗччӗ — вӗсен сӑрине кашни тутанса пӑхма, хаклама пултарчӗ. Кукӑль-пӳремеч пӗҫерекеннисем те хӑйсен апатне халӑха ӑмӑртмалла сӗнчӗҫ.

Акатуй хатӗрлекенсене пурне те пысӑк тав сӑмахӗ каламалла, уйрӑмах Максимова Татьяна Вениаминовнӑна — уяв чаплӑ ирттӗр тесе Лапсар ял тӑрӑхӗн вӑрҫӑпа ӗҫ, право хӳтӗлекен органсен тата ҫар ветеранӗсен канашӗн председателӗ чылай вӑй хучӗ. Тӑрӑшни сая каймарӗ — кӑҫалхи уяв пурне те килӗшрӗ: вырӑнти халӑха та хӑнасене те. Ишлей райповӗ кӳрсе килнӗ тавара пӗтӗмпех сутса пӗтерни те ҫакна лайӑх кӑтартса парать.

Ырӑ йӑлана пӑрахманни чӑн та питӗ паха — Акатуй уявӗ ан мантӑрччӗ нихҫан.

#уявсем, #Атайкасси ял тӑрӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #Акатуй, #Ассакасси, #Лапсар ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем