Ҫӑлавҫӑсен ӗнене те ҫӑлма тивнӗ. Хуҫи ӑна, юханшыв хӗрринче путнӑскере, хӑй тӗллӗн кӑларайман.
Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Тренькассинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗнине уя ҫитерме илсе тухнӑ. Лешӗ юхан шыв хӗррине шыв ӗҫме кайнӑ та лачака ӑшне путса ларнӑ.
Ӗне унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Лешсем вырӑна ҫитсен вӗренпа, ытти хатӗрпе усӑ курса ӗнене туртса кӑларнӑ. Ӗне ҫур метр тарӑнӑш лачакара путса ларнӑ-мӗн. Выльӑх халӗ чиперех.