Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Кашни кун тӗрӗсленипе кӑна сӗткоматсем аван ӗҫлеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.05.2017 11:23 | 8982 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Экономика

Умсӑмах

Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ рубрика уҫас терӗ — унӑн ячӗ «Чӑваш усламҫи» пулӗ. Ҫак рубрикӑн тӗп тӗллевӗ — республикӑри халӑха тӑван тӑрӑхра ӗҫ тупма пулӑшасси, хамӑр патрах мӗнле ӗҫ пуҫарма май пурри пирки каласа парасси, инҫетри тӑрӑхсене каймасӑрах республикӑра укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки хыпарласси. Уйрӑмах эпир ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ статьясем хатӗрлес шухӑшлӑ — вӗсене вуласа яш-кӗрӗм хамӑр республикӑрах юлса пӗр-пӗр ӗҫ пуҫарма пултарасса шанса тӑратпӑр. Ҫамрӑксемсӗр тем тесен те пирӗн Чӑваш Енӗн пуласлӑхӗ пулаймӗ, пурте пысӑк укҫа ӗҫлесе илес тесе инҫетри тӑрӑхсене тухса кайсан республикӑна кам аталантарӗ?

Хамӑр материалсенче эпир пӗр-пӗр ӗҫе мӗнле пуҫарса ямалли пирки каласа памӑпӑр. Кама кирлӗ ИП уҫмалли вӑрттӑнлӑхсем пирки е хӑш сферӑра ӗҫлесе чи нумай укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки е ытти ҫавнашкал ыйтусен хуравӗсене пирӗнсӗрех тупма пултарӗ. Пирӗн статьясенче эсир ӑнӑҫлӑ усламҫӑсем пирки пӗлейретӗр. Ҫӗнӗ ӗҫ уҫнӑ чухне мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни пирки, мӗнле ҫӗнӗлӗхсене республикӑра пурнӑҫлама май пурри пирки.

Малтанхи статья

Чи пӗрремӗш статьяна эпир Шупашкарта вырнаҫнӑ сӗткоматсенчен пуҫласшӑн. Вӗсен пуҫарӑвӗ пирӗн шутпа ҫак статьясем ярӑмне уҫма питӗ тивӗҫ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫтарнӑ ҫак автоматсем ман шутпа шӑп та чӑп чӑваш ял аталанӑвӗн концепцине кӑтартма, уҫма пултарать. Ялтах пысӑк укҫа ӗҫлесе илме май пур-и? Паллах, пур. Тӑрӑшмалла кӑна, ӳркенмелле мар. Выльӑх-чӗрлӗх тытса, теплицӑсенче пахча ҫимӗҫ ӳстерсе услам тӑвакансен йышӗ пӗчӗк мар. Ҫавах та вӗсен чи пысӑк йывӑрлӑхӗ — туса илнӗ продукцие вырнаҫтарасси.

Сӑнаса тӑратӑп та ялти кӗтӳсен йышӗ ҫулран ҫул чакса пырать. Хамӑн тӑван ял пирки калама та ҫук — енчен те ачалӑх вӑхӑтӗнче кашни урамӑн уйрӑм кӗтӳччӗ пулсан, халь ялӗпе те 5 ӗне пухӑнать-и? Пирӗн кукӑрта, сӑмахран, енчен те малтан чылайӑшӗн ӗне пурччӗ пулсан, халь пӗрисен ҫеҫ юлнӑ. Ыттисем тытма пӑрахнӑ. Кунта паллах, тепӗр сӑлтав та пур — Лапсар ялне йӗри-тавра хула хупӑрласа илнӗ, кӗтӳ ҫӳретме вырӑн та ҫук. Ҫавӑнпа та пирӗн ялта ӗне-сурӑх таврашӗ сахалланнишӗн лапсарсене ытлашшиех ӳпкелесшӗн те мар. Ҫӑвах та ытти ялсенче те выльӑх-чӗрлӗх йышӗ пӗчӗкленет.

Паллах, ҫак пулӑмӑн тӗп сӑлтавӗсем — халӑх хулана «тарни», тата кахалланни. Мӗн каласси… Хӑшӗ-пӗри ялта пурӑнса та халь ҫӗрулми те пулин лартасшӑн мар. Ҫак ҫимӗҫе туса илсе тупӑшне куриччен вӑхӑт ытларах пӗтет имӗш. Кӗркунне кӳршӗсенчен туяннипех чипер пурӑнма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Е, вӗсен шухӑшӗпе, лавккана ним мар кайса илме пулать. Халӑх хуланалла тарни те ялшӑн пысӑк ыйвӑрлӑх. Уйрӑмах ҫамрӑксем ялта тӗпленес шухӑшлӑ мар. Ку тенденци совет саманинчех пуҫланнӑччӗ-ха та, анчах та хальхи вӑхӑтра унӑн витӗмӗ тата та вӑйлӑ. Унсӑр пуҫне тата халӑх инҫетри ялсенчен хуласемпе ҫуммӑн вырнаҫнисене куҫни пур. Ак, пирӗн тӑрӑхри ялсенех илес. Ӑҫтисем кӑна ҫук пуль? Юхӑннӑ пӳрт вырӑнӗсене туянса капмар ҫуртсем лартаҫҫӗ. Вӑл кӑна та мар, пирӗн яла илес пулсан ҫырмари лаптӑксене те йышӑна пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — хулапа ҫуммӑн ларать те пурте унпа ҫывӑхра пурӑнасшӑн.

Турикас Тушкил хуҫалӑхӗ

Хулана туртӑнмастӑн, ҫав вӑхӑтрах ӗҫлеме тӑрӑшатӑн пулсан та ҫӑмӑлах мар. Ак, сӑмахран, ял халӑхӗсенчен пухакан сӗт хакнех илес. Вӑл пысӑк тесе калама май ҫук. Ытларах чухне ҫав хак сӗт туса илме тӑкакланӑ укҫана та саплаштараймасть пуль. Сӗткоматсене лартакан ИП Илларионов Сергей Разинович вара пирӗн шутпа туса илнӗ тавара тивӗҫлӗ хакпа сутма питӗ тӗрӗс ҫул суйланӑ — вӗсем хӑйсен сӗтне тӳрех халӑх патне ҫитереҫҫӗ.

Вӗсен ӗҫӗпе тӳреммӗн паллашас тӗллевпе эпир Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялне ҫитсе килтӗмӗр, вырӑнти хуҫалӑхпа паллашрӑмӑр.

Ҫемье хуҫалӑхне Самарта пурӑнакан чӑваш Илларионов С.Р. 2012-мӗш ҫулсенче уҫнӑ пулать.

Чӑн та хуҫалӑх питӗ интереслӗ. Пурӗ кунта 15 ҫын ӗҫлет. Выльӑх шучӗ 700 пуҫ ытла (728). Вӗсенчен ҫурри патнелле — сӑвакан ӗнесем (350). Кунне 5,6 тонна сӗт суса илеҫҫӗ. Тавар туса илессипе те вӗсем районта иккӗмӗш вырӑнта. 2017 ҫулӑн пӗрремӗш кварталӗнче пурӗ 443 тонна сӗт туса илнӗ (пӗлтӗрхипе танлаштарсан 40 тонна ытларах). Вӗсенчен ытларах «Акконд-агро» хуҫалӑх кӑна сӗт сунӑ — 1 307 тонна.

Фермӑра ӗҫлекенсен ытларах пайӗ, паллах, ял ҫыннисем. Ҫавах кунта вӗсен ютрисем те пур. Вӗсем валли пӗчӗк хуҫалӑхра ятарлӑ ҫывӑрмалли пӳлӗмсем те пур. Унсӑр пуҫне фермӑра ӗҫлекенсене тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ — кунтах столовӑй йӗркеленӗ. Сӑмах май, ҫӗрулми-кишӗрӗ таврашне те хуҫалӑх хӑйне валли вырӑнтах туса илет.

Сергей Разинович йӑмӑкӗ упӑшкипе пӗрле ҫак хуҫалӑхрах пурӑнаҫҫӗ. Канмалли кунсенче ачисем те килеҫҫӗ — вӗсем валли те уйрӑм пӳлӗмсем пур.

Сӑвакан ӗнесене хуҫалӑхра икӗ витере тытаҫҫӗ, кашнинче 200 пуҫ. Вӗсем — вӗр ҫӗнӗскерсем, 2013 тата 2014 ҫулсенче хута янӑскерсем. Тепӗр вите — пӑрушсем валли (160 пуҫлӑх). Кашни ӗне валли апатне уйрӑмшар хатӗрлеҫҫӗ. Маншӑн пулсан пӗрешкелех пекччӗ те, анчах та хуҫалӑх ертӳҫи ӑнлантарса панӑ тӑрӑх кашни ӗне валли тӗрлӗрех апат тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫре ятарлӑ зоотехник пулӑшать. Фермӑсенчи хатӗр-хӗтӗрӗ — йӑлт автоматизациленӗскерсем. Ӗнесен пӑх-шӑкне алӑпа пуҫтармаҫҫӗ, ятарлӑ транспортёр тасатать. Унсӑр пуҫне каяша уҫӑ сывлӑшра тытмаҫҫӗ — шывпа пӗрле ҫуса ярса ятарлӑ пысӑк цистернӑсенче упраҫҫӗ. Ҫапла вӗсем вырӑнти тавралӑха сиен кӳмеҫҫӗ.

Сӗт пахалӑхӗ — кашни кун тӗрӗслесе тӑнинче

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти сӗткоматсене сӗте кашни кун ҫитереҫҫӗ. Тӗрлӗ инфекци таврашӗ ан лектӗр тесе хуҫалӑхра питӗ вӑйлӑ тӑрӑшаҫҫӗ. Чи малтанах — ӗне чӗччисене сыхлаҫҫӗ. Кашни ӗнене алӑпа мар, автоматпа сӑваҫҫӗ. Каласа хӑварас пулать — кашни ӗнен хӑйӗн паспорчӗ пур (чипӗ), унта вара тем те ҫырса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, кашни кун миҫе литр панине, пурӗ мӗн чухлӗ панине тата ыттине те. Сума пуҫланӑ чухне те чи малтанах ӗне сӗтне тӗрӗслеҫҫӗ. Умтӗрӗслев нимӗнле чир те, нимӗнле инфекци ҫуккине кӑтартсан кӑна ӗнен сӗтне ятарлӑ сивӗтӗше (холодильнике) яраҫҫӗ. Кунта та сӗт ҫын аллине перӗнмест — йӑлт пӑрӑхсем тӑрӑх каять. Вӑл пысӑк савӑтран вара сӗт хайхи сӗткоматсен пичкисене ҫитет. Пичкисем вара ятарлӑскерсем, Чехирен кӳрсе килнӗскерсем. Кашнийӗ сивӗтмӗшпе, ҫавна май сӗт ӳҫсе каясрах хӑрама кирлӗ мар.

Хуҫалӑхра каласа панӑ тӑрӑх кунашкал сӗткоматсене пурӗ Раҫҫейре тӑватӑ хулара вырнаҫтарса пӑхнӑ. Шупашкарта ҫеҫ ҫак меслет ӑнӑҫлӑ иртнӗ (Ҫӗнӗ Шупашкара унпа пӗрле шутлатпӑр). Ку ҫеҫ те мар — сӗткоматсем халӑх кӑмӑлне кайнӑ, Шупашкарта вӗсене ларттарас тесе уйрӑм ҫырусемпе те тухаҫҫӗ имӗш. Ҫавнашкал ыйтнипех, сӑмахран, сӗткоматсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче те вырӑн тупма пултарнӑ.

Ытти хуласенче сӗткоматсем мӗншӗн пурӑнайманнин, мӗне пула вӑй илейменнин сӑлтавне хуҫалӑх ӗҫченӗсем тӗрӗслев сахал пулнинче кураҫҫӗ. Тӑвайсен ҫак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пынин тӗп сӑлтавӗ кашни кун, кашни утӑма тӗрӗслесе тӑнинче. Чӑн та нимӗнле обработка витӗр те тухман сӗте сутма йывӑр. Сӗт-ҫу савучӗсене илес пулсан вӗсем сӗте пастеризацилеҫҫӗ. Е тепӗр май каласан, тӗрлӗ инфекцисенчен тасатас тесе пӗр сехет хушши 60°C температурӑпа ӑшӑтаҫҫӗ. Сӗткоматсенче сутнӑ чухне вара туянакан патне чӗрӗ сӗт лекет. Кун пек чухне инфекцинчен кашни утӑмри тӗрӗслев кӑна ҫӑлайрать.

Сӗткоматри сӗт пирки

Сӗткоматри сӗт тин сунӑскер. Унти сӗте кашни кун ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ. Улӑштарнӑ чухне вара сӗткоматри пичкене ылмаштараҫҫӗ. Ҫапла май ҫӗнӗ сӗт киввипе пӑтрашӑнмасть, сӗткомат патне килнӗ ҫын тин сунӑ сӗте туянать. Унӑн ҫуллӑхӗ те пысӑк, 3,7%-ран кая мар, 4,2% таранах. ГОСТ ыйтнине тивӗҫтерет.

Сӗткоматри сӗте кашни кун улӑштараҫҫӗ. Ытларах чухне сӗт пӗр куна ҫитмест, ӑна хӑвӑрт илсе пӗтереҫҫӗ. Пире каласа панӑ тӑрӑх уяв кунӗсенче вара кунне икӗ хут улӑштараҫҫӗ. Хуҫалӑхра хӑш сӗткоматра мӗн чухлӗ сӗт сутӑнинне те шута илсе пыраҫҫӗ, ку вара сӗте кирлӗ виҫепе тултарса яма май парать.

Хула халӑхӗ Турикас Тушкилсен сетне хӑнӑхса ҫитни пирки пӗлтерчӗҫ. Ытларах та ытларах туянаҫҫӗ. Пӗрре илсе курнӑ хыҫҫӑн татах килеҫҫӗ. Тӳрех пилӗк литртан ытларах туянакансем те пур. Ресторансемпе кафесем те тӑвайсен сӗтне илеҫҫӗ.

Паллах, тин сунӑ сӗте ваттисем илме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавах та ҫамрӑксем те вӗсен сӗтне кӑмӑллаҫҫӗ. Уйрӑмах — ҫамрӑк амӑшсем. Ҫӗнӗ сӗткоматсем лартма ыйтаканнисем те — ҫавсемех иккен.

Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта пурӗ 12 сӗткомат вырнаҫнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 4. Вӗсем кунӗн-ҫӗрӗн 24 сехет хушши ӗҫлеҫҫӗ. Сӗт хакӗ — пӗр литршӑн 35 тенкӗ. Кӗленчине туянас тесен 10 тенкӗ тӑкаклама тивӗ.

Хуҫалӑх малашлӑхӗ

Хуҫалӑх аталансах пырать. Мӗн пурӗ сӑвӑнакан сӗтрен ытларах пайӗ (4 тоннӑран ытларах) сӗткоматсене каять. Ҫав калӑпӑшран ытти (1,6 тонна патнелле?) сӗт-ҫу савутне ӑсанать. Паллах, вӗсем сӗте пысӑк хакпа туянмаҫҫӗ, ҫавна май хуҫалӑх хальхи вӑхӑтра сӗт юр-варӗ кӑлармалли лини тӑвассипе ӗҫлет. Ӑна вырнаҫтарса ҫитернӗ хыҫҫӑн пӗтӗм туса илекен сӗте хуҫалӑх хӑй сутма пуҫлӗ. Ҫапла май сӗткоматсенче малашне сет ҫеҫ мар, ытти тавар та пулӗ — сӑмахран, турӑх, пастеризациленӗ сӗт.

Сӗткоматсен йышне те хуҫалӑх майӗпех аталантарса пырать. Сӑмахран иртнӗ уйӑхра кӑна вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫӗнӗ сӗткомат вырнаҫтарнӑ. Калама хавас — ҫӗнӗ аппаратсене икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, вӗсем ҫинче «Ялти сӗт» тесе ҫырни те пур.

Паллах, Илларионовсен ҫемье хуҫалӑхӗ тӗп хуламӑра сӗтпе тивӗҫтерсе ҫитереймӗ. Ҫавӑнпа та ҫак сӗткоматсемпе ыттисем те кӑсӑкланасса шанас килет. Унсӑр пуҫне Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар кӑна мар, республикӑра Ҫӗрпӳ, Канаш, Ҫӗмӗрле пек пӗчӗкех мар хуласем те пур. Ытти фермер хуҫалӑхӗсем валли аталанмалӑх вырӑн — пысӑк. Ӗҫлес текене вара, пӗлсех тӑратпӑр, Илларионовсен ҫемье хуҫалӑхӗ сӗткоматсен вӑрттӑнлӑхне уҫса пама пӗрре те хирӗҫ мар. Эпир вара, ӗне тытма пӑрахнӑскерсем, вӗсен сӗтне кӑмӑлласах кӗтетпӗр.

Хутшӑнма

Енчен те сирӗн хӑвӑрӑн ӑнӑҫлӑ бизнес пур пулсан, унӑн ӗҫӗ-хӗлне пирӗн сайтра ҫутатас кӑмӑл пур пулсан — шӑнкӑравлӑр, ҫырӑр. Пирӗн телефон: 50-66-17, e-mail: site@chuvash.org.

Хыҫран хушни

Сӑнӳкерчӗксене автор Илларионовсен хуҫалӑхӗнче тунӑ, сӗткомата Шупашкарти Калинин урамӗнче ӳкерсе илнӗ.

Сӗткоматсен хуҫалӑхӗпе тӗплӗнрех вӗсен сайтӗнче паллашма пулать: www.moloko21.ru.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#суту-илӳ, #Шупашкар, #сӗт, #Турикас Тушкил, #ял хуҫалӑхӗ, #Чӑваш усламҫи, #Тӑвай районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем