Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫатракассинче — Урам уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.06.2011 11:28 | 2171 хут пӑхнӑ
Ҫатракасси ялӗ
Ҫатракасси ялӗ

Ял ҫыннисем ӗҫлеме кӑна мар, йӗркеллӗ канма тата савӑнма та пӗлеҫҫӗ. Уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ май Муркаш районӗн кашни ял тӑрӑхӗн территорийӗнчех Акатуйсем, Ял кунӗсем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ҫакӑ вӑл пирӗн аттесемпе асаттесен ырӑ йӑла-йӗркине аталантарни пулать. Ҫатракасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче вара Урам кунне ирттерес тенӗ. Р.К.Соловьева пуҫарӑвне Привольная урамра пурӑнакансем хапӑл туса йышӑннӑ.

«Авал пирӗн аттесемпе асаттесем ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн пӗрле пухӑннӑ. Ҫак йӑла халӗ те пырать. Анчах та пур ватӑ ҫын та ял уявне каяймасть. Урама вара тухаҫҫех. Ҫапла вара хамӑра валли те, ыттисем валли те уяв йӗркелес терӗмӗр», — каласа парать ку уяв пирки Роза Ксенофонтовна.

Уяв чӑннипех те ӑннӑ темелле. Чӑвашсен йӑлипе пӗтӗм урамӗпе шӳрпе пӗҫернӗ. Роза Ксенофонтовна тата ыттисем кукӑль пӗҫернӗ, квас, сӑра вӗретнӗ. Мӑн Токшикри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Тӑванлӑх» халӑх фольклор ансамбльне хӑнана чӗннӗ.

Мӗнле уяв-ха тата вӑл парнесемсӗр? Жюри членӗсем малтанах урам хушшипе пӑхса ҫаврӑннӑ, «Чи хитре кил-ҫурт», «Чи чечеклӗ пахча умӗ» номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ялта пурте пӗр-пӗрне пӗлеҫҫӗ. «Чи туслӑ ҫемье» номинаци ҫӗнтерӳҫисем те парнесӗр юлман. Урамра чи ҫамрӑкки тата чи асли те парнесене тивӗҫнӗ.

Чӗннӗ артистсем урамра пухӑнакансене илемлӗ юрӑсемпе, ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Асаттесемпе асннесем те чӑтса тӑрайман ташламасӑр. Купӑс калакансем кӑна тӑваттӑн пулнӑ: Ю.Л.Николаевпа Ю.А.Ершов наставниксем ҫине пӑхса ҫамрӑк купӑсҫӑсем В.Н.Смирновпа А.Г.Яковлев та чӑтса ларайман. Ачасем те пӗрле савӑннӑ.: юрланӑ, сӑвӑсем каланӑ.

Чи кирли вара — пурте кӑмӑллӑ юлни. Тӗрӗсех палӑртать район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.А.Иванов: эрехсӗрех уявсене ирттерме пулать. Ҫатракассинчи Привольная урамра пурӑнакансем ҫакна хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫирӗплетсе панӑ. Роза Ксенефонтовна хӑй те савӑнӑҫне пытараймасть: «Эпӗ 67 ҫулта кӑна-ха. Ватӑлма вӑхӑт ҫук. Кӑҫал Урам кунне пуҫласа ирттертӗмӗр. Ҫитес ҫул вара программӑна спорт ӑмӑртӑвӗсене те кӗртме шутлатпӑр. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.А.Кожевников сцена йӗркелеме пулӑшсан тем пекехчӗ» — тет вӑл.

#Муркаш районӗ, #Ҫатракасси ял тӑрӑхӗ, #Ҫатракасси, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем