«Хӳтӗлев комплексне хӑватлантарни, техника тата хӗҫ-пӑшалсене калӑплама май паракан производствӑсене аталантарни пӗтӗмпех ҫӗршыв потенциалне ӳстерме витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин экономикине те вӑй илтерме пулӑшӗ», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӳтӗлев промышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакан предприятисен ертӳҫисемпе ирттернӗ паянхи ӗҫлӗ тӗлпулура. Унта Раҫҫей Президенчӗ тата РФ Правительстви регионсем умне лартнӑ тӗллеве сӳтсе явнӑ.
«Хӳтӗлев предприятийӗсемпе организацийӗсен пуласлӑхӗ ҫав тери пысӑк. Вӗсен пысӑк технологи предприятисенче вӑй илни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — хыпарлать Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Михаил Игнатьев медицина, энергетика, информаци технологийӗсенчи ҫӗнӗлӗхсене те анлӑрах вӑй илтерсе пымалли пирки чарӑнса тӑнӑ.