Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксене — унти «Химпромра» — ӗҫлекенсене саламланӑ.
Акционерсен ҫав обществинче 150-а яхӑн тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Продукци пахалӑхне те савутра ҫулсерен лайӑхлатса пыраҫҫӗ.
Уява хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер кӑҫал предприятире производство калӑпӑшне 10 миллиард тенкӗрен ирттерессе шаннине палӑртнӑ.
Предприяти пайташӗсем малашлӑхлӑ темиҫе инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫулталӑкне 30 пин тонна глифосат кӑларакан производство хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ. Перкарбонат кӑларассине икӗ хут ӳстересшӗн. Водород пероксидне туса илесси 40 процент хушӑнӗ.
Ӳлӗмрен тата водород перекиҫне кӑларассине палӑрмаллах ӳстересшӗн. Ку производствӑна 4 миллиарда яхӑн тенкӗ хывмалла.
Кирек епле уяври пекех мероприятире производствӑри маттурсене тата ӗҫ династийӗсене чысланӑ.