Канаш хулинче пурӑнакан 48 ҫулти арҫынна явап тыттарасшӑн. Вӑл экстремизм енӗпе ӗҫленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страници ҫинче экстремизм сӗмӗллӗ материал вырнаҫтарнӑ. Вӑл халӑхсене хирӗҫтерме хӗтӗртнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче Канашра тата Шупашкарта унӑн килӗнче ухтару ирттернӗ. Ун чухне экстремизм литературине тупса туртса илнӗ. Халӗ арҫыннӑн халӑх тетелӗнчи страницине хуратнӑ. Хӑйне тытса чарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла: ҫак арҫынна 2007 ҫулта та экстремизм енӗпе явап тыттарнӑ. Ун чухне ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха янӑ.